Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Студентсем Иван Тенюшев пултарулӑхне тӗпчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.01.2018 18:32 | 2003 хут пӑхнӑ
Персона

Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедринче ҫак аслӑ шкулӑн профессорӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Раҫҫей журналистсен тата писательсен союзӗсен пайташӗ Иван Тенюшев (1923—2016 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ. Журналистикӑн паллӑ тӗпчевҫи тата педагог пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен профссорӑн мӑшӑрӗ Ольга Захаровна, ывӑлӗ Александр, тӑванӗн хӗрӗ Валентина аса илсе каласа кӑтартнӑ. Журналистика кафедрин заведующийӗ Анатолий Данилов, Людмила Васильева, Амин Эшкерат доцентсем, Рифат Фаткуллин студент тата ыттисем те Иван Тенюшева аса илнӗ. Студентсемпе ученӑйсем Иван Тенюшевӑн пултарулӑхне, унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсене тата художество хайлавӗсене тишкересси пирки те калаҫнӑ.

Аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Иван Тенюшев кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Профессора халалласа университетра ҫывӑх вӑхӑтра фотокурав та уҫасшӑн.

Иван Тенюшев 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Патӑрьелти педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулччен Тӑвайӗнчи пуҫламӑш шкулта, 1940—1942 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри шкулта ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ врӑҫи вӑхӑтӗнче виҫӗ хутчен аманнӑ, ҫӗнтерӗве Будапештра кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта вӑл Патӑрьел район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, Йӗпреҫ район хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ, каярах республика хаҫатне куҫнӑ, парти обкомӗн пичет секторӗн заведующине ҫитнӗ. Мускавра журналистика ӑсталӑхне алла илнӗ. ЧПУра 1967 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӗнеке издательствисенче темиҫе ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн каллех ЧПУна вырнаҫнӑ.

#Елчӗк районӗ, #Тӑвай, #Алманчӑк, #Патӑрьел районӗ, #ЧПУ, #астӑвӑм, #Шӑмалак, #Йӗпреҫ районӗ, #кӗнеке издательстви, #Мускав, #Будапешт, #училищесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем