Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра сӗт ярмӑрккисем уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ. Сӗт хакӗ чакса кайнине ӗнер Чӑваш Енӗн правительствин тунтикунсерен иртекен канашлӑвӗнче хускатнӑ чух министр сӗт рынокӗнчи конкуренцие вӑйлатма сӗт ярмӑрккисем йӗркелес шухӑша палӑртнӑ.
Ун пек тӗслӗх пур иккен. Канаш районӗнчи Шӑхасанта сӗт ярмӑркки ирттернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, сутма илсе тухнӑ сӗт кун каҫипе сутӑнса пӗтнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, 1,5 литр сӗте халӑх 60 тенкӗ парса туяннӑ.
Сӗт ярмӑрккине кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Ҫак меслет сӗт хакне пӗтӗмӗшле витӗм кӳрейресси пирки ҫапах та татса калама йывӑртарах пулӗ.