Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Беларуҫри Минскра «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери симпозиума хутшӑннӑ. Беларуҫ Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫак мероприяти тӗрлӗ ҫӗршыври писательсен ыйтӑвӗсене сӳтсе явма май панине палӑртнӑ. Кун пирки «БЕЛТА» информаци агентстви хыпарлать.
Симпозиума 21 патшалӑхри ҫыравҫӑсемпе литераторсем хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрне Александр Карлюкевич ҫӗршывсен хушшинче литература енӗпе ҫыхӑнусем йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чысланӑ. Вӗсен йышне чӑваш поэчӗ Валери Туркай та кӗнӗ. «Беларуҫ Республикин информаци министерстви Тургай Валерий Владимировича ҫӗршывсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗшӗн тата аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн, Минскри пӗтӗм тӗнчери XXV кӗнеке курав-ярмӑркки вӑхӑтӗнче иртнӗ литераторсен «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиумӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чыслас», — палӑртнӑ унта.