Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тӳре хыснари 97 пин тенке йӑкӑртнӑ теҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 04.05.2018 18:11 | 1610 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ.

Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ.

Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ.

#тӳре-шара, #укҫа, #пӑтӑрмахсем, #Канаш, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.06 01:11
Ну, тĕлĕнтеретĕр те вĕт хыпарăрсемпе! Ара, çак суммă мĕн-ши ун пек вырăнта ларакана? "Отчет паракансем" лайăх çывăраççĕ, паллах, паян та! Пы-ы-ысăк ĕç тунă-çке-ха! Кунта Испанисенче те çуртсем илекенсене асăннăччĕ те, вĕсем епле çывăраççĕ-ши?! Шартах сиксе вăранмаççĕ пуль-ха, "пинкертонсем" шлепкисене "йăтса" иртсе каяççĕ пулсан,

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем