Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Микула 23.05.2018 13:37 | 28220 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

 

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #Турци, #истори, #чӑвашлӑх, #этимологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Михаил ВолковСун // 1555.73.7502
2018.08.07 22:52
Ҫӗнӗхыпар.Буданов п-ник асаплантарса вӗлернӗ 18тиЭльза
Кунгаева САНГЖИ-ЧУ ялтан. ЧУас йӑхӗ тӗнче тавраҫаврӑнса аварсемпе суварсемпе пӗрле Ҫурҫӗр Тогармана Кавказа ҫитнӗ.
Шумер,сувар,сувас,ҫӑваҫ =ШУАРӗ, АСӗ,МЕРӗ,ҫЫНӗ. Алфавитсем улшӑннине,саспаллисенетӗрлӗренвуланине пулаШЧСҪсассемылмашнӑтетӗтӗп.Н.И.Ашм
2018.08.09 08:45
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
Михаил ВолковСуна - Чечен хĕрарăмĕсемпе Чăваш хĕрарăмĕсен пĕр пек Mt гаплогруппа сахал мар...
Михаил ВолковСун // 3293-4139
2018.08.09 23:08
Тавах! тЭДейнекин чӑвашсене авалхи ҫӗр ӗҫлекенсен тӑххӑӗсем тет.
Микула // 9259.3.8429
2018.08.10 18:37
Герберштейнпа ун чухнехи Мускав çыннисем суяççĕ ? Хусан çарĕнчи "лучшие стрельцы" тата "знание судоходства" пĕтĕмпех ултав? Историне Денейкин тăрăх тĕпчемеççĕ. Историк çăлкуçсем ,документсем тĕпчет.
Михаил ВолковСун // 4182.33.4798
2018.08.11 00:25
Микула шӑллӑм, ачам е мнукӑм, ман чунӑма эс ан ҫунтар. Ытла шӗвелсе кайрӑмӑр-и вара!?Халӑхӑн хӑймине юта ярса пӗтернӗн туйӑнать мана. Кулянмалла.
2018.08.12 06:18
Тăвансем, тĕрĕспе историе тĕплĕнрех вуласан, Киевская Русь совет вăхăтĕнче пĕр летопиçрен илнĕ сăмах, пулнă Владимирская, Суздальская Русть тесе çырса хăварнă "ăсчахран". Руссем славянсене тара сутнине паянхи кун кун никам та иккĕленмест. Анчах та, хайхи сайт çинче çав-çавах çукпа ăслă питсем туса темĕн те çыраççĕ. Ара, хут вăл тÿсет ĕнтĕ, мĕскер çырсан та. Паянхи пуронăçа та тĕрлĕ историк тĕрлĕрен палăртса хăварассинче иккĕленмелли çук: Роттенберг йышшисем тара тытнă истиорик пĕр тĕрлĕ çырса хăварĕ, халăхран тухни тепĕр тĕрлĕ. Хăшне шанĕç пулас ăрусем? Е тата хайхилле тавлашса ларĕç-ши?
Микула // 9259.3.8429
2018.08.14 18:31
Историксене вуласа ĕненекен паллах айван. Çăлкуçсене хăй тĕпчекен кăна çын шухăшĕсенчен ирĕклĕ.
Михаил ВолковСун // 2012.71.3995
2018.08.14 21:45
Кун пек ҫавтери ӑспӑ шухӑшсем ҫырнишӗн ткам та сасӑлӗ ун хуҫине виҫесӗр чыслассишӗн. м
Микула // 9259.3.8429
2018.08.18 18:04
Меслетсем наукăн çавăн пек .Эп вĕсене шутласа кăларман.
YURGAN TURINGE // 7601-4618
2023.10.23 16:56
YURGAN TURINGE
Чуваш, как - Славящий Духов Предков (вариации) ? "...Что же касается начального «ҫ» и перехода его в «ч», то я теперь подозреваю (хотя и не совсем уверенно), что «ҫ» было замененно «ч» вследствие бессознательного стремления избежать зловещего созвучия с словом «ҫӑва» «кладбище». Такие замены известны нам и из других языков..."
Вот тут мы и подходим к самому интересному...
Как же был близок к истине многоуважаемый мною (надеюсь и другими) Н.И. Ашмарин.
За многие годы изучений, я не встречал у местных (чувашских) исследователей ссылку на - "Караимско-русско-польский словарь"( Баскаков Н.А., Зайончковский А., Шапшал С.Ш.) изд. "Русский язык", М, 1974года.
Согласно которому: Чуваш – (чув – руины, или слава(цув) (стр.632), аш – пропадать, погибать(стр.91)) – погибшая могила(слава). Что в принципе полностью подтверждает предположения Ашмарина о связи термина Çăваç-Чуваш с "çăва-кладбище" (а если быть точнее - с Духами Предков и Киремет).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем