Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнче, Чӑвашкассинче, ҫулсеренех ватӑсене асӑнса Учук ирттереҫҫӗ. Мӑчавӑр ял пуҫласа яракансенчен кашнинчен уйрӑммӑн кивӗ масар ҫинче вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑка уҫма ирӗк ыйтать. Унтан пурте ватӑсене асӑнаҫҫӗ, «тутлӑхлӑ пулӑр» теҫҫӗ.
Арҫынсем авалхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем сӗтел хатӗрлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара ӗмӗт кантри ҫыхма каяҫҫӗ. Ҫав кун чӑвашкассисем юрласа ташлаҫҫӗ.
Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем Чӑвашкасси мӗнле пулса кайнине архивсенче тӗпчесе пӗлнӗ. Ял 1600-мӗш ҫулсенчех пуҫланса кайнӑ. Чӑвашкассине пуҫарса яракансем Турхан тимӗрҫӗ, Шинкарей лашман тата Комсомольски районӗнчи Асанкассинчен куҫса килнӗ Элментюк пулнӑ.
Agabazar // 1132.24.4021
2018.07.11 18:36 | |
Чӑвашкасси ҫывӑхӗнче вӑрман ҫук. Кунти ӳкрчӗкре вара — пур. Мӗне пӗлтерет ку? | |
Тимĕр Акташ // 2266.7.7219
2018.07.12 00:15 | |
Учÿк çинчен Олег Цыплёнковăн фотоальбом "Одноклассники" соц. тетелĕнче "Сăвар, Чунçÿрев" ушкăнра. |