Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш автономийӗн историйӗ (питӗ кӗскен)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 16.09.2018 12:52 | 12794 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Республикӑра

Ӗнтӗ часах Чӑваш автономине туса хунӑранпа шӑп та шай 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн историне кӗскен пӑхса тухас килчӗ. Кӗскен. Эппин, кӗскен пулсан, ҫав историн пӗр енне ҫеҫ пӑхса тухӑпӑр: Чӑваш автономийӗн 100 ҫул тӑрршшӗнчи чи пысӑк пуҫлӑхӗсен (пӗрремӗш сӑпатсен) йышне палӑртма хӑтланса пӑхӑпӑр. Пӗрремӗш ята асӑнма ҫав тери ҫӑмӑл. Вӑл — Элмен Даниил Семёнович.

Элмен Даниил Семёнович.

Д.С.Элмене чӑннипех та Чӑваш автономийӗн никӗслевҫи теме пулать. Унашкал ҫынсене вырӑс чӗлхинче "отец-основатель" теҫҫӗ. Чӑваш автономийӗн ашшӗ эппин, хамӑрла каласан. 1920-1921-мӗш ҫулсенче Чӑваш ревкомӗн (революцилле комитечӗн) пуҫлӑхӗ (каярах Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗ) тата кунти коммунистсен ертӳҫи. 1921-мӗш ҫулхи январьте пулса иртнӗ Чаппан вӑрҫи хыҫҫӑн ӑна ертсе пырас ӗҫрен катертме шутлаҫҫӗ.

Ҫапла вара Чӑваш автономийӗн пурнӑҫлав комитечӗн пуҫлӑхӗнче, 1921-мӗш ҫулхи июльтен, Коричев Сергей Андреевич ӗҫлеме пуҫлать.

Ҫав вӑхӑтрах 1921-мӗш ҫулхи мартра Чӑваш коммунисчӗсен пуҫлӑхӗнче Савандеев Георгий Степанович ӗҫлет. Ыйту сиксе тухать: хӑшне автономин перемӗш сӑпачӗ тесе шутламалла: Савандеева е Коричева? Ман шутпа, Коричев. Мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра, Ленин виличчен, партие ӗҫ тӑвакан органтан мала хурасси вӑй илеймен пулас. Ку — ман шухӑш. Тен, специалистсем (историксем) урӑхларах шутлаҫҫӗ пуль. Эппин, 1921-1924-мӗш ҫулсенче Чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗ Коричев Сергей Андреевич пулнӑ тесе шутламалла. Кун хыҫҫӑн вара коммунистсен пуҫлӑхӗ мала тухать пулмалла.

Кам-ха вӑл? Кунта вара чӑн малтанах каллех Элмен ячӗ сиксе тухать. Ун хыҫҫӑн РКП(б) обкомӗн яваплӑ секретарӗсем — Томасов Михаил Тимофеевич (21.4.1925 - 22.10.1925), Алексеев Василий Алексеевич (22.10.1925 - 22.11.1926).

Енчен те ку харкамлӑхсен (Элмен, Томасов, Алексеев) чӑн-чӑн вайӗ тӗлӗшпе иккӗленӳсем пур-тӑк, Чӑваш коммунисчӗсен тепӗр пуҫлӑхӗ, Петров Сергей Порфирьевич, автономин иккӗленмелле мар пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. 1937-мӗш ҫулччен. Малалли ятсем:

— Иванов Герасим Иванович (14.11.1937 - 17.9.1938)

— Волков Алексей Алексеевич(17.9.1938 - 24.9.1938 — вӑхӑтлӑха, 31.10.1938 - 4.3.1940)

— Чарыков Иван Матвеевич(4.3.1940 - 2.12.1948)

— Ахазов Тимофей Аркадьевич(2.12.1948 - 14.11.1955)

— Ислюков Семён Матвеевич(14.11.1955 - 4.1.1968)

— Вороновский Николай Анатольевич(4.1.1968 - 28.11.1973)

— Чичикин Пётр Андреевич(вӑхӑтлӑха, 28.11.1973 - 14.1.1974)

— Прокопьев Илья Павлович(14.1.1974 - 25.10.1988)

— Петров Александр Петрович(25.10.1988 - 2.6.1990)

1990-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнчен КПСС вӑйсӑрланса юлать, хӑйӗн вӑйне ҫухатать. Ҫавна пула Чӑвашӑн пӗрремӗш сӑпачӗ тесе республикӑн Аслӑ Канашӗн пуҫлӑхне шутламалла.

— Леонтьев Анатолий Михайлович (1990-1991)

— Кубарев Эдуард Алексеевич (1991—1993)

Кун хыҫҫӑн вара — Фёдоров Николай Васильевич вӑхӑчӗ (1993-20...).

Паянхи кун республика пуҫлӑхӗнче — Игнатьев Михаил Васильевич.

Чӑваш республикин ялавӗ.

Ҫапла вара, манӑн верси (Чӑваш чи аслӑ пуҫлӑхӗсен тӗлешпе) ак ҫакнашкал: Элмен — Коричев — Элмен — Томасов — Алексеев — Сергей Петров — Иванов — Волков — Чарыков — Ахазов — Ислюков — Вороновский — Чичикин — Прокопьев — Александр Петров — Леонтьев — Кубарев — Фёдоров — Игнатьев. Мӗнпурӗ кунта 18 ят. Элмен икӗ ӑстрӑм пулнӑ пек пулса тухать: 1920-21 тата 1924-25 ҫулсенче. Хӗрарӑмсем курӑнмаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех чӑвашсем. Чӑн та, 1937-38 ҫулхи ахӑрсамана хыҫҫӑн Волков тата Чарыков вырӑссене лартнӑ. Тата, паллах, ку енӗпе Вороновские асӑнмалла. И.П.Прокопьев асаилевӗсенче ку пулӑма, Вороновский килнине, вырӑнти пуҫлӑхсем пит ӑнлансах кайманни пирки калани пур. Чичикина асӑнмасан та юрать, мӗншӗн тесен вӑл умӗнхи пуҫлӑх сасартӑк вилнине кура вӑхӑтлаха ҫеҫ вакансие тытса тӑнӑ. Асӑннӑ вырӑссем, — ӑҫта ҫуралса ӳснине кура, — пӗри те вырӑнтисем мар.

Тепӗр хут калас килет: пӗрремеш сӑпатсен йышне кунта палӑртни — юлоашки шайри чӑнлӑх мар. Уйрӑмах 1920-мӗш ҫулсем тӗлӗшпе ыйтусем пур. Сӑлтавӗсене каларӑмӑр ӗнтӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#политика, #чӑвашлӑх, #истори

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

КИРЕМЕТ СЫХЧИ // 2962.55.5611
2018.09.20 17:40
...Айяй микула, чӑнах та анкӑ минкĕ... Чӑвашсен ҫĕр паллӑ ученныйсенчен (Ашмаринпа Тинхпинчен пуҫласа Дмитриев, Егоров,Салмин ҫинче чарӑнса) чи ӑсли ҫӑпан-микула пулать имĕш? Кĕнекесем вулакала ха пӑртак "тӑванӑм".., наполеон, гитлĕр, турӑ.., палатине лекичен...
Михаил ВолковСун // 6064.2.5891
2018.09.20 22:21
Ай тур=тур, ТУР-ТУР-ТУР-ТУР, мИКУЛА ЫТЛА МАТТУР. ЧВАШСЕМШЕН, ПЕДМЕЛЛЕ: ГЕРОДОТ ВАЛ ПЕСМЕЛЛЕ.
2018.09.21 14:10
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Тепĕр енчен.., тĕлĕнмелли те çук.., кулянтарать кăна..: пирĕнпе юнашар.., хăшпĕр айван е сутăнчак чăвашсем чыса çухатса.., тутарсен/исламистсен ДЖАГФАР ТАРИХЫ (пăлхар-чăвашсене хирĕç çырнă япала) суя кĕнекине ĕненсе пысăка хуни...
Микула // 9259.3.8429
2018.09.22 14:47
Сыхчи жирик пек ан хăтлан. Пулман япалана пулнă тесе ан кала. Тарихи тени роман кăна,нихçан та "çăлкуç" пулаймĕ. Темле чаплă историк çырни те "источник" мар, ун шухăшĕ кăна . Ремезовский çырура "у чуваш были пушки" тенине комментировать тунă чух "вероятнее всего эти пушки обслуживали русские полонянники" тесе çырнă пулсан "чăваш историкĕ" ыттине те çавăн пекех çырнă. Пĕр партийный калăппа. Пирĕн партийно-служилый историксем чăваш ята та кирлĕ пек палăртайман,вирьял сăмаха та ăнлантарайман . Мĕншĕн ? Мĕншĕн тесен вĕсем умне тĕллев лартаканнисене ун пек тума кирлĕ мар пулнă .
Микула // 9259.3.8429
2018.09.22 15:05
Ăслă çын пур çĕртре те тăшман шырамаç. Ăслă çын пурте пĕр шаблон тăрăх шутламалла темеç. Тăна кĕретĕр пулсан асăрхамалла çавна. Пирĕн чăваш "историксем" ,глобальный ыйтусемпе,вырăс историксен йĕрĕпе анчах кайнă. Хăйсен ирĕкĕпе вак ыйтусем кăна пăхса тухкаланă. Ашмарин та,вырăс филологĕ, чăваш филологĕсенчен чылай малта пулнă. Паян кун пирĕн историксем чăвашсем пирки "народ с неполной социальной структурой" тесе çырма пултараççĕ пулсан - шанăç çук вĕсенче. Историкăн тĕрĕссине ирĕклĕ çырмалла .Ун пекки совет саманинче пулман. Микулапа тупăшнă чух хушша Ашмарина,Дмитриева тата Егорова ан кĕртĕр. Вĕсен "специализаци" урăхларах. Вăхăчĕ те тĕллевĕсем те урăхларах пулнă. Çĕнĕлле шутласа çырма вĕсене ирĕк паман.
Agabazar // 1564.16.9091
2018.09.23 11:27
Agabazar
Мĕн тупăшмалăх пур санпа? Кам эс? Хăйăр карьерĕсен генералĕ, çавă кăна!
2018.09.23 15:35
Ан тупăш,мĕншĕн тесен тупăшма аргументсем кирлĕ. Ĕнерхи "академиксен" шухăшĕ иртнĕ ĕмĕртех кивельнĕ пулсан пян весен чи "вăйлă" аргумен "эскам" . Тупăшма тытăнсанахсире ятарласа вĕрсе хăпартни палăрма пултарать.
Agabazar // 3680.19.5670
2018.09.23 18:15
Agabazar
Хăйăр карьерĕсен генералĕсем — https://www.youtube.com/watch?v=AU7zdcAIFr4
2018.09.24 07:40
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
..."Турци, тутар, ислам" пирки тата хушса каласа хăварап (пурте пĕлмеççĕ пулмалла): Интернетра чăваш чĕлхеллĕ "Ислам хулканĕ" пек сайтсем.., чăн пурнăçра ислам проповедникĕсем.., - ĕçлеççĕ; ахальте сахаланса пыракан чăваш халăхĕн каччисем.., "ирĕклĕн" ислама куçаçĕ (чăваш хĕрĕсем качча тухса ислама куçни, тата нумайтарах)...
Agabazar // 3795.47.8644
2018.09.26 21:10
Agabazar
Чăваш автономийĕн "патшисен" йышне кашни чăвашăн пĕлсе тăмалла. Элменрен пуçласа Игнатьев таран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем