Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Молдави радиоэфирӗнче чӑвашсемпе паллаштарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2018 08:27 | 2215 хут пӑхнӑ
Персона
Атнер Хусанкай. Ru.sputnik.md сӑнӳкерчӗкӗ
Атнер Хусанкай. Ru.sputnik.md сӑнӳкерчӗкӗ

Молдави радиоэфирӗнче чӑваш филологӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай пулнӑ. Ru.sputnik.md пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петрович чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ.

«Чӑвашсем — тӗрӗксенчен пуҫланса кайнӑ халӑх. Эпир Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, пирӗнпе юнашар мӑкшӑсем, ҫармӑссем пурӑннӑран чӗлхемӗрте финпа угор сӑмахӗсем йышлӑ. Пӗр вӑхӑтра чӑвашсене ту ҫинчи черемиссем тесе каланӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗсенче пирӗн пирки темле ӑнланмалла мар халӑх тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, ытти тӗрӗк халӑхӗпе, калӑпӑр, тутарсемпе, казахсемпе, турккӑсемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхи вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать», — каласа кӑтартнӑ чӑваш филологӗ.

Тӑван халӑхӑмӑра 16-мӗш ӗмӗрте православи тӗнне йышӑнтарма пуҫланине, 19-мӗш ӗмӗрте православи кӗнекисене чӑвашла куҫарма, чиркӳре кӗлле чӑвашла ирттерме, шкулсенче чӑвашла вӗрентме тытӑнсан православи енӗпе ҫутта кӑларасси вӑй илнине пӗлтернӗ. Пирӗн хушӑмӑрта вырӑс хушамачӗллисем нумаййи ҫинчен те асӑнса хӑварнӑ.

#мордва, #ҫармӑс, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #Молдави, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Убасси // 1940.38.5810
2018.10.16 10:11
Константинополь Молдавире те Украинӑри пек Молдави христиан чиркӗвне туса хурасшӑн (вырӑс православине хирӗҫ). Грузинсен тата эрменсен хӑйсен христиан чиркӳсем пур, тесе.
Ҫакӑнта:
"Константинополь готовится захватить молдавскую церковь" http://kolokolrussia.ru/vlast/konst ... it-moldavskuu-cerkov
Agabazar // 1079-9762
2018.10.16 13:48
Agabazar
Эрменсен чиркӗвӗ Византи Православийӗпе нихӑш енчен те ҫыхӑнман. Вӗсен чиркӗвӗ Византи тапхӑрӗнчен те маларах пулса кайнӑ. Вырӑс Православийӗпе пушшех те нихӑш енчен те ҫыхӑнман.
Атнер Хусанкай "чӑвашсем тӗрӗксенчен пулса кайнӑ" тесе каламан пуль ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен ун пек ҫавӑрттарса хуни ҫав тери пысӑк лӳпперлӗх шутланать. Чӑвашсем никамран та пулса кайман. Вӗсем чӗлхе енӗпе тӗрӗк ушкӑнне кӗреҫҫӗ. Ҫавӑ ҫеҫ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем