Ыран, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн 150 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Чӑваш Енри Ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗ, ЧР Наци вулавӑшӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелеӗҫ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулне 1868 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫре капашсӑр пысӑк вырӑн уҫнӑ. Наци шкулӗсенче ӗҫлеме унта 1000 ытла вӗрентекене туптанӑ.
Унта Николай Шупуҫҫынни, Марфа Трубина, Михаил Акимов ҫыравҫӑсем, Федор Павлов, Степан Максимов композиторсем, чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский тата ытти паллӑ нумай ҫын вӗреннӗ, вӗсем пурнӑҫра тарӑн йӗр хӑварнӑ.
Agabazar // 3659.97.8406
2018.11.17 01:02 | |
"Яковлев пире тăван чĕлхене ирĕксĕрлемесĕр вĕрентме пехиллесе хăварнă!" — вăт çакнашкал япаласем тавра калаçу пуçарĕç пек туйăнать. | |
Петр // 5059.3.5746
2018.11.17 15:30 | |
Калаҫ та калаҫ тӑван чӗлӳхпе ачусемпе, юлташусемпе, тусусемпае т. ыт. чӑвашсемпе. |