Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать.
Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ.