Шупашкарти автозаправка станцине сӳтмелле. Апла йышӑну кӑлараканни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ.
Сӑмах Шупашкарти Ҫӗрпӳ тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑн пирки пырать. Унти автозаправка станцине сӳтме ыйтаканни республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пулнӑ. Суд хула мэрийӗпе килӗшнӗ. Анчах йышӑну саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкар хула администрацийӗ А.И. Дельман уйрӑм усламҫӑ тата «ТПТК «Волганефтьхолдинг» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе суда ҫитнӗ. Автозаправкӑна тӑваканнисем ҫавсем пулнӑ иккен. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнсан ответчиксен заправкӑна сӳтмелле, унти объектсене пуҫтарса каймалла, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ туса хӑвармалла.
Хула мэрийӗ АЗС муниципалитетӑн ҫӗрӗпе тивӗҫлипе усӑ курманнине пӗлтернӗ. Хулан генпланӗпе килӗшӳллӗн ҫав тӑрӑхра ҫул пулмалла.