Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяра тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернишӗн явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
РФ Следстви комитечӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарни пирки право хуралҫисене тухтӑрсем систернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпчев пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара хӗрача ҫуратнӑ. Унтан ӑна вӑл полиэтилен хутаҫа чиксе хурса ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ.