Республикӑри хуҫалӑхсенчи уй-хирте трактор-машина шавӗ лӑпланман-ха. Вӗсенче паян та механизаторсем хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр предприятире, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен обществинче, икӗ сменӑпа тар тӑкаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче вара паянхи куна ҫур акине вӗҫленӗ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Унти аграрисем ҫурхи тулӑ, урпа, сӗлӗ пысӑк лаптӑксем ҫинче акса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем пӑрҫа, вӑрлӑхлӑх вика тата куккурус, хура тул туса илӗҫ.
Севок-сухана 357 гектар лартнӑ, уҫӑ вырӑнта ӳстерекен пахча ҫимӗҫе — 85 гектар, сахӑр кӑшманӗ — 320 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 200 гектар, ҫӗр улми — 570 гектар. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе симӗс апатлӑх куккурус та акнӑ.