Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн утӑ уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.08.2019 17:27 | 1619 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Утӑ уйӑхне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра та эпир сахал мар ӗҫлерӗмӗр: икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 10 пин ытла ӳсрӗ, сӑмахсарсен сайчӗ Николай Ашмаринӑн черетлӗ томӗпе пуянланчӗ.

Хальхи вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтӗнче 3-мӗшпе 5-мӗш томсем кӑна ҫитмеҫҫӗ. 3-мӗшне, унпа ӗҫлекен ҫын пире пӗлтернӗ тӑрӑх, туса ҫитернипе пӗрех. Пиллӗкмӗшӗпе те ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен хатӗрлесе пӗтерме шантарчӗҫ. Паянхи куна илес пулсан Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» пурӗ 42,8 пин статья (иртнӗ уйӑхра 39,1 ҫеҫ пулса). Тата унсӑр пуҫне эпир тепӗр ӗҫ те пуҫларӑмӑр — Василий Егоров хатӗрленӗ чӑваш чӗлхин этимологи словарьне электронлатас ӗҫе. Вӑл та ҫак сайтра вырӑн тупасса шанатпӑр (ӗҫлекенни — Алина Иванова).

Икчӗлхеллӗ корпусра вара паянхи кун 72 833 чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку кӑтарту 10 750 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланнине кӑтартать. Ҫакна тума Владислав Николаевӑн икӗ пьеси (вӗсене вӑл пире хӑй тивӗҫтерчӗ) тата Леонид Агаков куҫарнӑ Валентин Катаевӑн «Полк ывӑлӗ» повеҫӗ май пачӗ. Унсӑр пуҫне ҫак хушӑра эпир саккунсене те сахал мар кӗртрӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра Александр Пушкинӑн «Капитан хӗрне» электронлатпӑр тата Борис Полевойӑн «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫе». Пӗрремӗшне Никифор Ваҫанккапа Михаил Сироткин куҫарнӑ, иккӗмӗшӗн тӑлмачӗсем — Леонид Агаковпа Александр Артемьев.

Яланхи пекех чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи ытти кӑтартусене сире пӗлтеретпӗр: кунта халь 1 328 текст (+121), 108 438 пуплевӗш (+14 475), 1 413 932 cӑмах (+129 008).

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем