Улатӑр районӗнче кӗрхи рапс акма пуҫланӑ. Ӗҫе «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑра кӳлӗннӗ. Паянхи кун тӗлне унта 270 гектар акнӑ. Пӗтӗмпе 500 гектартан кая мар акасшӑн.
Рапс епле акнипе Тутарстанри аграрисем паллашнӑ. Кӳршӗллӗ регионти делегаци ял хуҫалӑх эксперчӗпе Денис Внутскихпа килсе ҫитнӗ. Ака епле пынипе паллашма Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая та вырӑна тухса кайнӑ.
Холдинг пуҫлӑхӗ Виктор Журба акара усӑ куракан агрегатпа паллаштарнӑ. «БиоДрилл» сеялкӑна «Вадерштад Карриер» культиватор ҫине вырнаҫтарнӑ. Сеялка ака виҫине йӗркелесе тӑрать. Вӑл хӑвӑртлӑхран килет. Тӑпрана малтанласа сухаламасӑр акаканскер ӗҫе хӑвӑртлатма, тӑпрари нӳрӗлӗхе упраса хӑварма май парать.