Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепере «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларма пултараҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 24.01.2020 19:27 | 1632 хут пӑхнӑ
Политика
Андрей Турчак
Андрей Турчак

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултараҫҫӗ.

Элтепершӗн ҫулталӑк питех лайӑх пуҫланнӑ теме ҫук. Пичет кунӗнче вӑл питех хитре мар каласа хунӑ, кайран, паллах, журналистсен умӗнче каҫару ыйтнӑ. Анчах уявра вӑл каланӑ сӑмаха ОБСЕ, Репортеры без границ» организаци, ҫын прависене хӳтӗленекен ООН управленийӗ те ырламан, хӑшӗ-пӗри Элтепере отставкӑна яма ыйтнӑ.

Нумаях пулмасть тепӗр япала та пулса иртнӗ – Элтепер МЧС офицерӗ тӗлӗшпе шӳтленӗ. Ҫӗнӗ машин уҫҫишӗн сикме сӗннӗ шӳте Генсовет секретарӗ Андрей Турчак ырламан, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Михаил Васильевича партирен кӑларас ыйтӑва тӑратни пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва, тен, татса панӑ та: Элтепере партирен кӑлараҫҫӗ кӑна мар, должноҫран та кӑларас хӑрушлӑх пысӑк.

Партирен кӑларас ыйтӑва кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Тепӗр кун, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Элтепер Патшалӑх Канашӗ патне Ҫырупа тухӗ.

#уявсем, #политика, #Элтепер, #журналистсем, #Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://er.ru/news/189906/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Африкан // 3175.45.7327
2020.01.26 00:13
Намӑс мари сире кашни утасрах такӑнасса кӗтме? Элтепере ларнӑранпах унран чӑваш пулнипе "колхозник" тесе машкӑлама пикенеҫҫӗ чӑвашсене юратманнисем. СМИ вара пулашать ку ӗҫе тума, урах нимӗн ҫинчен те ҫырмалли ҫук весен, чи паха информаци туса хурса Раҫҫей шайнех хӑпартнӑ. Нумайӗшӗ ҫак япала ҫине тарӑнрах пӑхма пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашсем пуҫлӑх пулма пултараймаҫҫе тесе каласшӗн пире. Эх,чӑвашсем, сахатӑр та сахатӑр.
чӑваш // 1329.98.7433
2020.01.26 13:14
Халь пурин те ҫав проблема. Эльтепер, мана та ӑнланмаҫҫӗ часах.
Укҫа ҫук ҫавӑнпа ҫын усал

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем