Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: РБК ҫӑлкуҫӗсем: Игнатьева ҫывӑх вӑхӑтра отставкӑна ярӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 28.01.2020 06:14 | 1955 хут пӑхнӑ
Политика
Сӑн авторӗ: Евгений Биятов / РИА Новости
Сӑн авторӗ: Евгений Биятов / РИА Новости

Президент администрацине ҫывӑх ҫынсенчен пӗлнӗ информаци тӑрӑх Игнатьев Михаил Васильевич ку е тепӗр эрнерех отставкӑна кайӗ. Ку пирки пӗлтерекен РБК кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх ыйтӑва татса панӑ.

Игнатьев влаҫран кӗске вӑхӑт хушшинче пулса иртнӗ икӗ пӑтӑрмах шӑв-шавӗ вӑхӑтӗнче каять. Малтанах вӑл республика влаҫне критиклекен журналистсемпе блогерсем пирки ӑнӑҫлах мар сӑмах каланӑччӗ, кайран вара ИӖМ офицерне ҫӑраҫҫи панӑ чухне пӑтӑрмахлӑ шӑв-шава лекнӗччӗ.

Игнатьев айӗнчи ӑшӑ пукан пушанасси ӑна партирен кӑларма пултарасси ҫинчен калаҫусем пуҫланнӑ хыҫҫӑн палӑрнӑччӗ. Тунтикун «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн этика тӗлӗшӗпе парти комиссийӗ пухӑннӑ, вӑл вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхне хӑйсен партийӗнчен кӑларма сӗннӗ. Игнатьева партирен кӑларассине тӗп канашӑн президиумӗ йышӑнмалла, вӑл хӑҫан пухӑнасси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

РБК ҫӑлкуҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Ен Элтеперне оставкӑна яма пӑтӑрмахсем сиксе тухичченех йышӑннӑ пулнӑ. Сӑлтавсен йышӗнче Игнатьевӑн рейтингӗ хавшакланнине тата унӑн сывлӑхӗ чиперех мар пулнине пӗлтернӗ.

#пӑтӑрмахсем, #политика, #Элтепер, #партисем, #Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей, #ИӖМ, #журналистсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1328.99.7921
2020.01.28 11:34
Agabazar
Аçтахар юлташ,
Игнатьев "начар" та ăна сирпĕтетпĕр тесе савăнса лармалли кунта ним те çук.
Мĕнпур форум пеккисенче "чăвашсенчен хăтăлатпăр" тесе алăсене сăтăркалани пуçпулса тăрать.

Унтан урăх ним те çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем