Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.
Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.
Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.
Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ. Николай Фроловпа Ухсай Яккӑвӗ фронтра паллашнӑ. Воронеж фронтӗнче пӗри тӑшмана хирӗҫ вирлӗ ҫапӑҫнӑ, тепри хаҫатра ӗҫленӗ. Ухсай Яккӑвне паттӑр чӑваш каччи тӳрех килӗшнӗ. Фролов паттӑрлӑхӗ ҫинчен вӑл «Пӗр дивизири чӑваш салтакӗсемпе офицерӗсен тӑван халӑхӗ патне ҫырнӑ ҫыру» хайлавра питӗ аван ҫырса панӑ. Кун пирки Михеева А.Н. тӗплӗн каласа пачӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ — Таяпа Энтринчи тӗп шкулта вӑй хуракан Е.В.Алексеева. Вӑл кӗнеке мӗнле кун ҫути курни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Эпир хамӑр вӑйпа кӑларнӑ кӗнеке пуриншӗн те усӑ пуласса шанас килет, кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫинче пустуй тусанланса ан вырттӑр вӑл. Сумлӑ поэт ятне манӑҫа кӑларма тивӗҫ ҫук пирӗн», — тесе палӑртрӗ ӗҫчен вӗрентекен.
Уявра ҫавӑн пекех мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн хӗрӳллӗ сӑввисем чуна тивмелле янӑрарӗҫ. Я.Г.Ухсая халалласа хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсемпе Енейкина Г.Л. (Патреккел шкулӗ), Хлебникова Г.Ф., Сорокина Е.Ф. (Патӑрьел районӗ), Елчӗк район ачисем Лазарева Е. (11 кл.), Филимонова Д. (8 кл.), Светопольская Е. (8 кл.) тата Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫӗнчи вӑтам шкултан килнӗ Викторов Д. (6 кл.) паллаштарчӗ.
Шкул библиотекарӗсен ячӗпе Сурков А.А. сӑмах илчӗ. Вӑл районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӗнеке кӑларса вулакансем патне ҫитерни ырӑ ӗҫ пулнине палӑртрӗ.
Юлашкинчен Тӑрӑм шкул вӗрентекенӗ В. Г. Захаров хӑй кӗвӗленӗ «Пуҫ таятпӑр Ухсай Яккӑвне» юрра илемлӗ шӑрантарчӗ.
Кӗнеке хӑтлавӗ туслӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ.