Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулманран хӑш-пӗр тӑрӑхра тӑпра типсе кайнӑ, ҫавна май тыр-пул ӑнса пуласси иккӗленӳллӗччӗ. Халӗ вара синоптиксем савӑнтараҫҫӗ: республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ.
Кун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑрсем ытларах кӑнтӑрла ҫӑвӗҫ, вӑраха каймӗҫ. Аслати те авӑткалӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 23 литр таран шыв ӳкме пултарӗ.
Ҫумӑр ҫусан та сывлӑш температури ӳссех пырӗ. 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех шӑрӑх килмелле. Ун чухне термометр 30 градусран ытларах кӑтартӗ.