Ҫӗнӗ Шупашкар хули тӗлӗнче, Атӑл юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, 66 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шыва кӗме юраман вырӑнта шар курнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Хӗрарӑм виллине шывран Патшалӑхӑн пӗчӗк кимӗсен инспекцийӗн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри пӗвесемпе кӳлӗсенче тата юханшывсенче 22 инкек пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутран — 2 ачан.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ шыва кӗнӗ чухне асӑрханма чӗнсе калать. Эрех ӗҫсен уйрӑмах тимлӗ пулмалла.