Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем мӑн аслашшӗсен паттӑрлӑхне уявларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.08.2020 19:03 | 2040 хут пӑхнӑ
Тӗн

Чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем паян Атӑлҫи Пӑлхар ҫарӗсем тутар-монголсен ҫарне ҫапса аркатнине уявласа чӳк ирттерчӗҫ. Фёдор Мадуров йӗркеленӗ чӑваш тӗнӗн обществи ку уява, «Паттӑрлӑх кунӗ» ят панӑскерне, ҫулсерен палӑртать. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахас темерӗҫ. Кӑшӑлвируса пула ӗнтӗ ӑна ҫав тери анлӑ палӑртмарӗҫ, пурӗ те виҫӗ ҫын кӑна пулчӗ.

Аса илтеретпӗр, 1223 ҫулта тутар-монгол ҫарӗ, Калка юханшывӗ патӗнче кӑпчаксемпе вырӑссен ҫарне ҫапса ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫине ҫул илнӗ. Пирӗн мӑн асаттесем вӗсене тивӗҫлӗн кӗтсе илсе ҫапса аркатнӑ. Ҫапла май тутар-монголсен ҫарӗ пӗрремӗш хут выляса янӑ пулать. Ку ҫапӑҫӑва «Така ҫапӑҫӑвӗ» те теҫҫӗ — тыткӑна лекнисене пӑлхарсем такалла улӑштарнӑ. Ун хыҫҫӑн 13 ҫул хушши тутар-монголсем Атӑлҫи Пӑлхара пӑхӑнтарас тесе ҫарсем янӑ, анчах пирӗн мӑн асаттесем вӗсенчен хӳтӗленме май тупнӑ. 1236 ҫулта ҫеҫ вара Батый пысӑк ҫар пухса — унта 150 пин таран ҫын пулнӑ теҫҫӗ — Атӑлҫи Пӑлхара пӑхӑнтарма пултарнӑ.

#Атӑлҫи Пӑлхар, #ҫапӑҫусем, #тӗн, #чӑвашлӑх, #уявсем, #истори

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

николай кондрашкин // 3013.34.4514
2020.08.14 11:12
Вниз по реке Волге чуваши - древние болгары наполнили весь уезд Казанский и Симбирский. В.Н. Татищев.
атика // 3952.44.3245
2021.01.05 16:38
çакăнпек пулăмсене ытларах телевизорпа кăтартас пулать,кунта кăна мар

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем