Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ирхи 2 сехетре икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ тата унӑн хӗрӗ вилнӗ.
«Мускав-Ӗпхӳ» трассӑпа пыракан Мускав ҫынни «Volvo S60» автомашинӑпа Чулхула енне кайнӑ. Вӑл хӑй умӗнче пыракан «LADA GRANTA» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗшӗ те ҫул айккине тухса кайнӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра Курган облаҫӗнчи ҫынсем пулнӑ. 47 ҫулти водитель тата унӑн хыҫалти ларкӑч ҫинчи ларса пынӑ 23 ҫулти хӗрӗ вырӑнтах вилнӗ. Арҫыннӑн мӑшӑрӗпе вӗсен 10 ҫулти ывӑлӗ аманнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗ ӳсӗр пулнӑ.