Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене (5 е ытларах ача ӳстерекеннисене) апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ. Ыр кӑмӑллӑх акцине «Русь» апат-ҫимӗҫ фончӗ» ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ.
Республикӑна 1000 апат-ҫимӗҫ пуххи килнӗ. Унта куллен кирлӗ таварсем: консерва, ҫӑнӑх, кӗрпе, сахӑр песукӗ, пахча ҫимӗҫ — пулнӑ.
Ҫак эрнере министерствӑн ҫемьепе ачасене пулӑшу кӳрекен центрӗн ӗҫченӗсем нумай ачаллисем патне ҫитсе 754 апат-ҫимӗҫ пуххине ҫемьесене панӑ. Вӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ, чунтан тав тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра пулӑшу ыттисем патне те ҫитӗ.