Кавказ Чӑваш Енпе ҫывӑхланӗ. Ҫав вӑхӑт ҫитессе нумай кӗтме тивмӗ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен «ИрАэро» авиакомпани ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Самолетсене вӑл «Шупашкар – Минеральные Воды» маршрутпа ҫӳретӗ. Рейссем эрнере пӗр хутчен пулӗҫ: пуш уйӑхӗнче – юнкунсерен, ака тата ҫул уйӑхӗсенче – ытларикунсерен.
Кавказри Минеральные Воды – Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи чи паллӑ ҫичӗ хулинчен пӗри. Унта спа-центрсем тата ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ вырӑнӗсем пур. Кавказри паллӑ хуласем: Пятигорск, Кисловодск, Ессентуки – Минеральные Воды хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсенчи санаторисенче сывлӑха ҫирӗплетме пулать. Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсене альпинистсемпе туристсем, сӑртран ярӑнма юратакан йӗлтӗрҫӗсемпе сноубордистсем те килӗштереҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта – Европӑри чи ҫӳллӗ ту, Эльбрус.