Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ.
Кавказ Чӑваш Енпе ҫывӑхланӗ. Ҫав вӑхӑт ҫитессе нумай кӗтме тивмӗ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен «ИрАэро» авиакомпани ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Самолетсене вӑл «Шупашкар – Минеральные Воды» маршрутпа ҫӳретӗ. Рейссем эрнере пӗр хутчен пулӗҫ: пуш уйӑхӗнче – юнкунсерен, ака тата ҫул уйӑхӗсенче – ытларикунсерен.
Кавказри Минеральные Воды – Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи чи паллӑ ҫичӗ хулинчен пӗри. Унта спа-центрсем тата ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ вырӑнӗсем пур. Кавказри паллӑ хуласем: Пятигорск, Кисловодск, Ессентуки – Минеральные Воды хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсенчи санаторисенче сывлӑха ҫирӗплетме пулать. Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсене альпинистсемпе туристсем, сӑртран ярӑнма юратакан йӗлтӗрҫӗсемпе сноубордистсем те килӗштереҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта – Европӑри чи ҫӳллӗ ту, Эльбрус.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ.
«Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ.
Татьяна Архипова марафонистка 2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче 3 пин метрлӑ дистанцире финиша 4-мӗш ҫитнӗ. Ун чухне виҫҫӗмӗш вырӑна Курскри Екатерина Волкова тухнӑ.
Анчах халӗ Екатеринӑн медальне чӑваш спортменкине Татьяна Архиповӑна парасшӑн. Волковӑн организмӗнче Пӗтӗм тӗнчери антидопинг организацийӗ усӑ курма чарнӑ препарат — туринабол — тупнӑ.
Ҫакна Татьяна Архиповӑн тренерӗ Михаил Кузнецов ырламасть. Унӑн шухӑшӗпе, кукӑль вӗрилле тутлӑ. Унтанпа 8 ҫул иртнӗ-ҫке-ха. Халь тин иртнине мӗншӗн пӑтратас? «Юлашки икӗ ҫулта Раҫҫей спортсменӗсем тӗрлӗ провокацие лекеҫҫӗ», — тенӗ тренер.
Сӑмах май, Татьяна халӗ тренировкӑсенче. Ку уйӑхра вӑл Кисловодск хулине сбора кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ . | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
| Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Шупашкар керамики» савута хута янӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ. | ||
| Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |