Ҫӗмӗрле районӗнче арҫын кӑмпана кайнӑ та киле кайма ҫул тупайман. Ӑна ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Тупнӑ. Теле, арҫын сывах.
Ленин Ҫулӗ поселокӗнче пурнӑканскер ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑнтӑрла кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсене пӗлтернӗ. Арҫыннӑн хӑйӗнпе пӗрле шӑрпӑк та, апат та, шыв та пулман.
Вӑл ҫухалнӑ кунсенче ҫӗрле 5 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ, ҫумӑр ҫунӑ. Арҫын ҫухалнӑ вырӑнта ҫыхӑну та пулман. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре арҫынна тупнӑ. 63 ҫултискере васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.