Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Алексей Леонтьев 65 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 30.12.2021 05:54 | 2467 хут пӑхнӑ
Персона
Л. Пэленичӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Л. Пэленичӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче истори ӑслӑлӑхсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, «Хыпар» издательство ҫуртне чылай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев 65 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Чӑваш Республикинчи Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче, Раҫҫейӗн социаллӑ политика институтӗнче вӗреннӗ.

Алексей Петрович — 60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Ҫав шутра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗпе этнографине тӗпченӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне, вӑл «Хыпар» хаҫат кун-ҫулӗнче епле йӗр хӑварнине тӗпченине уйрӑммӑн асӑнса хӑврма пулать.

#Анат Тимӗрчкасси, #Комсомольски районӗ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 3333.01.1704
2022.01.05 20:25
Демьян ун вӗрентекенӗ иккен. Темле ҫав. Апла Демьян обкомран кайсан мӗншӗн ӑна ахаль корреспондента та илмен? Вӗрентекене кутран тапмаҫҫӗ.
Ялампи // 2962.41.9184
2022.01.15 16:48
"Экологическая энциклопедия" кӗнекере Леоньев А.П. акӑ епле юрлать: "Автор более 15 книг, ряда публицистических статей на чуваш. и рус. языках". Тӗплӗнрех калама пулман-и: сӑмахран, "автор 15, 03 книг (вунпилӗк тулли те виҫҫӗ ҫӗрӗмӗш"), "более" тени унсӑрӑн ахалех йӑваланса выртать. "Ряда публицистических произведений" тенине тата ӑнланса пӑх-ха: кӗнекесӗр пуҫне ӑнсӑртран кӗмсӗрт тата темиҫе статья ҫырса пӑрахнӑ иккен ку ача.
Илле Иванов // 4242.2.9651
2022.02.17 03:15
Леонтьев хăйне шанса панă Хыпар хаçата чăн журналистикăн хаçачĕ туса хурас вырăнне асăннă кĕнекесене çырса ларнă. Ку чир унтан пуçланман. Каярахри ăрусенчен редакцире калав çырса ларса писателе тухнисенчен Аркадий Казанова, Леонтий Алексеева, Петр Сидорова, Иван Матросова, Алексей Леонтьева, Геннадий Максимова тата ытти ваккисене асăнмалла. Хаçат шăпи вĕсене питех пăшăрхантарман пулас.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем