Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Макдональдссем хупӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 09.03.2022 07:53 | 1202 хут пӑхнӑ
Хулара
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Санкцисене пула Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Макдональдссем хупӑнаҫҫӗ. Хӑҫанне палӑртман. Вӗсем паянтанах ӗҫлеме пӑрахма пултараҫҫӗ.

Тӗп директорӗ Крис Кемпчински пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри пӗтӗм Макдональдс вӑхӑтлӑха хупӑнӗ. Вӗсем пӗтӗмпе - 850. Унта ӗҫлекен 62 пин ҫынна вара ӗҫ укҫине тӳлесех тӑрӗҫ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Раҫҫейри тата Украинӑри Макдональдссем ҫулталӑкри тупӑшӗн 9 процентне ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе — 2 миллиард тенкӗ. Халӗ Украинӑри Макдональдссем те хупӑ.

Палӑртмалла: Шупашкарта ҫакнашкал пӗрремӗш кафе 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

#кафесем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2555.7.2534
2022.03.09 14:56
Мана ҫав сапекалӑвкӑсен сиенлӗ апачӗ тӳлевсӗр ҫитерсен те кирлӗ мар!
Валери Туркай
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.09 17:55
Agabazar
Эх, телей çынсене: ĕçлемесĕрех шалу илсе тăрĕç!

Кăна малтанах пĕлнĕ пулсан, хам та унта ĕçе кĕрĕшнĕ пулăттăм!

Халь вара чавса çывăх та — çыртма çук!

62 пин çын! Кăмака çинче выртсах вĕсен кĕсйине укçа килсе тăрĕ!

Валери Туркай вара самаях йăваш. Хам ун вырăнĕнче пулсан, унашкал «инвесторсене» тÿрех национализацилеме ыйтмалла.
Вулакан // 2950.63.0395
2022.03.11 20:36
Американсем хӑйсем пӗр апата та Кока-Коласӑр сӗтел хушшине лармаҫ Тет.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.12 17:46
Agabazar
Вара мĕн?
Вулакан // 4153.04.9412
2022.03.12 23:34
Вара синтетика япали.... Американецсене ытлара итле. Вара томана пулан синтетика ҫие, синтетика ачисем, арӑмӗсем тат а ыттисем те....
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.13 17:13
Agabazar
Эс вара ма пит мĕрикканццăсемшĕн хуйхăрма пуçланă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем