Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Раҫҫейре пенсионерсен шучӗ миллион ытла чакнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.07.2022 13:59 | 881 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

2021 ҫулта пенсионерсен шучӗ 1,1 млн ҫын чакнӑ, вӗсенчен 200 000-ӗшӗ кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ытти 900 000-шӗ пенси ҫулне ӳстернине пула ҫак категорине лекеймен. Кун пирки Раҫҫейӗн Пенси фончӗн пуҫлӑхӗ Андрей Кигим каласа панӑ. «Ку хисеп пысӑк, анчах вӑл ҫынсем нумай вилнипе ҫыхӑнман», — ӑнлантарнӑ вӑл Патшалӑх думинче тухса калаҫнӑ вӑхӑтра.

Фонд пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра реформа пулман пулсан 2021 ҫулта пенсие 1,8 млн ҫын тухмалла пулнӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртнӗ май ку хисеп икӗ хута яхӑн сахалрах пулнӑ иккен — 974 000.

Пенси илекенсен йышӗ ҫакӑн пек чакнине юлашки хут 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче шута илнӗ. Ун чухне ҫак пулӑм патшалӑх бюджетне 1220 млрд тенкӗлӗх перекетлеме май панӑ, анчах мӗнпур укҫа-тенкӗ пенсионерсене хушма пулӑшу пама кайнӑ.

Палӑртмалла: Раҫҫей Пенси Фончӗн статистикинче гражданла пенсионерсене кӑна шута илнӗ — унччен Шалти ӗҫсен министерствин, Хӳтӗлев министерствин тата ытти вӑй-хал структурин ӗҫченӗсем урӑх юрисдикцире шутланаҫҫӗ. Унашкаллисен йышӗ 2,7 млн ҫынпа танлашать.

Пенсионерсен шучӗ 2022 ҫулта та чакса пырать. Ака уйӑхӗ тӗлне фонд 41,9 млн ҫынна шута илнӗ — ку вӑл кӑрлачри кӑтартусенчен 100 000 сахалрах. ПФР ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫӗршывра 42 млн ытла пенсионер пулнине пӗлтернӗ, ҫакӑ 2021 ҫулхи статистика кӑтартӑвӗнчен 2,3% сахалрах пулать.

#пенси, #статистика, #Раҫҫейре, #Пенси фончӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем