Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: 1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑвашсене мӗншӗн персе вӗлернӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.02.2023 19:34 | 3301 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Ял пурнӑҫӗ

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.

Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.

Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ. Парӑма парса татма ыйтсан та лешӗсем килӗшмен пулас.

Вара, 1755 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, 80 патнелле чӑваш, тӗрӗслӗх шыраса, Красноуфимскалла (карттӑна пӑхрӑм та инҫе мар Чувашково ял пуррине куртӑм…) уттарнӑ. Масловсене ҫакӑ кӑмӑла кайман, вӗсем чӑвашсем хыҫҫӑн хӗҫпӑшаллӑ отряд янӑ, ӑна приказчиксем ертсе пынӑ. Поташкино хирӗнче вӗсем чӑвашсене хуса ҫитнӗ те каялла тавӑрма хӑтланнӑ. Анчах ӗҫ тухман пулас вӗсен, ҫапла май хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынсене пеме пуҫланӑ. Пурӗ 9 ҫынна вӗлернӗ, 27 ҫынна амантнӑ.

Чи кӑсӑкли, ҫак ӗҫе тӳре-шара тишкернӗ пулать. Тӗпченӗ хыҫҫӑн чӑвашсем тарма шутламанни ҫиеле тухнӑ, Красноуфимска вӗсем шалӑп пама кӑна утнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ ушкӑн пӗрре те аманман пулнӑ. Берг-коллеги (Раҫҫей империйӗнчи тимӗр шӑратакан промышленноҫа тытса тӑракан яваплӑ орган) те, Сенат та ҫынсене персе пӑрахнӑ отряда айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, ҫавах чӑвашсем умӗнче пуҫтарӑннӑ 1749 тенкӗ парӑма парса татма хушнӑ. Апла пулин те ҫак укҫана чӑвашсем курман, хуҫасем вӗсене пурпӗрех тӳлемен.

Вӑт ҫавнашкалтарах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ те ӗнтӗ 268 ҫул каялла. Куратӑр ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтра та пирӗн асаттесен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман, укҫаллӑрах ӗҫ шыраса вӗсем Урал тӑрӑхне ҫеҫ мар, инҫетри Ҫӗпӗре те ҫитнӗ. Хӑш чухне чурара кӑна ӗҫлесе пурӑннӑ.

Пӗтӗмлетӳ

Паянхи чӑвашсем пысӑк укҫа ӗҫлесе илессишӗн Мускава, Хусана тата ытти инҫетри вырӑнсене кайни ҫӗнӗлӗх мар, ку малтан та пулнӑ. Юрать-ха халь вӑл шайрах мар, чура пек тытмаҫҫӗ. Паллах, паян та улталанӑ тӗслӗхсем сахал мар. Ӗҫлеҫҫӗ-ӗҫлеҫҫӗ те кайран ӗҫ укҫисӗр хӑвараҫҫӗ. Хӑш-чухне киле таврӑнма та ҫук шереметсен укҫийӗ. Юрать-ха, юлашки вӑхӑтра унашкал тӗслӗхсем сахалланчӗҫ. Ҫавах чӑвашӗсем те вӗренеҫҫӗ, тӳрех пурне те шанма пӑрахрӗҫ пулас.

Хамӑр тӑрӑхрах ӗҫлесе пысӑк ӗҫ укҫи илсен, паллах, пит аван пулӗччӗ. Ку тӗлӗшпе республика ертӳҫисен вӑй хумалла. Вӑтам ӗҫ укҫи пирӗн республикӑра 42 пинрен иртнӗ теҫҫӗ пулин те ку темле ӗненмеллех мар пек. Чылай ҫын вӑл виҫерен сахалрах ӗҫлесе илет ӗнтӗ. Тем тесен те пирӗн республикӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри вӑл — ҫынсем. Республика ертӳҫисен халӑх йышӗ пӗчӗк маррипе усӑ курмаллах.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ял пурнӑҫӗ, #Красноуфимск, #чӑвашлӑх, #истори, #Урал

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2645.33.1642
2023.02.10 22:18
Agabazar
Гастарбайтер тенин пуклаклăхне питех курмастăп. Пулăм пур-тăк, ăна ят памаллах.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.11 19:21
Пишете статью и не разрешаете причину-проблему "ПОЧЕМУ"? Почему расстреляли чувашских рабочих? А были ли они рабочими, а может быть они у хозяев-уральцев числились как бродяги, безработные-бездельники? Но это вряд ли.
Ибо любопытный здесь факт предоплаты 7 рублей авансом и 18 рублей в год. Вся эта сумма на 166 чувашей или каждому? И какой курс рубля тогда был? Например, было время до Октябрьской революции естественно, что хорошая книга, одна книжка стоила 1 рубль. А корова одна стоила от 3-х до 5 рублей (представляете на три книжки можно обменять 1 корову). И сравните с нынешними ценами или даже с ценами Советских времен. Здесь нужно выяснить эти 7 и 18 рублей были отданы каждому чувашу или всем 166 чувашам? Хотя бы эти факты нужно уточнить, иначе всё это на сплетни-сказки похожи. Это только с одной стороны. Здесь имеются и другие, так называемые лохализационные стороны дела.
Agabazar // 1643.60.3827
2023.02.12 11:12
Agabazar
Евраçийццă, халь тин мĕн шутлан? Кая юлнă! 270 çул каялла шутламалла пулнă!

Халь тин, хуть те мĕн шутласан та, çынсене чĕртсе тăратаймастăн.

Е, чĕртсе тăратайсан та, тÿрех «лĕпĕш эффекчĕ» текенни пуçланса каять.

Дмитрий Михлеев кинорежиссёр тĕслĕхĕ пирки вара халлĕхе кая юлман-ха шутлама. Шар курнă çынни çĕре кĕнĕ пулсан та.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.12 12:24
Дело в том, Agabazar, "настоящим определяется прошлое и извлекаются уроки на будущее", - гласит китайская народная мудрость. Сегодня в России чуваши себя не должны считать гастарбайтерами и ими не должны быть, если они хотят оставаться истинными чувашами-россиянами.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.13 13:56
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.14 09:26
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
2023.02.14 14:24
Аçтахар Плотников
Евразиецӑн шухӑшӗсене ма хуратнӑ: ҫак ҫын, вӗсене троль теҫҫӗ, чӑваш халӑхне япӑх енчен кӑтартас тесе питӗ вӑйлӑ тӑрӑшать. Хӑй чӑваш пулин те (ятарласа чӑвашла вӗреннӗ вырӑс теме ҫук ӑна) хӑй тӑван халӑхне пит кураймасть.
Ҫак икӗ комментарире вӑл чӑвашсем пит нумай эрех ӗҫеҫҫӗ тесе халӑха намӑслантарасшӑн. Имӗш Раҫҫейре пирӗн халӑх пек нумай ӗҫекенни те ҫук. Ӗҫеҫҫӗ, ӗҫмеҫҫӗ теме май ҫук. Анчах чи нумай ӗҫекеннисем-им? Евразиец вара, чӑваш халӑхне япӑх халӑх пек кӑтартас тесе ҫак шухӑша кашни комментарире палӑртать. Ку вӑл проблемӑпа кӗрешесси мар — чӑваш халӑха курайманни ӗнтӗ. Ҫав сӑлтавпа ун комментарисене хуратнӑ та.
Agabazar // 2989.67.1410
2023.02.14 16:23
Agabazar
Вăл тарам-ха... Çав Кăнтăр Урал тенине Вăта Уралпа ылмаштармалла мар-ши?

Кăнтăр Урал тени вăл Челябинск, Оренбург патнелле пулма кирлĕ. Красноуфимск вара — Свердловска (Екатеринбурга) ку енчен пырса кĕрес умĕн.
2023.02.14 17:42
Аçтахар Плотников
Эп хӑш вырӑнта пулса иртнине пӗлеймерӗм. Шыранӑ чухне малтан Кӑнтӑр Урала кӑтартрӗ. Красноуфимск вара — Вӑта Урал. Василий Дмитриев (Чӑваш энциклопедине ун статйине кӗртнӗ) пӗрре те йӗркеллӗ вырӑна кӑтартман. Савут ячӗсем те киввисем... Мосоловсем тепӗр темиҫе ҫултан панкрута тухнӑ пулас... Ак ку Чувашково ялӗ вара — тен, ҫав чӑвашсем никӗсленӗ ял та пулма пултарать… Анчах уй-хир ятне, Поташкино текеннине, эп тупаймарӑм ҫывӑхра…
Agabazar // 2989.67.1410
2023.02.14 17:55
Agabazar
Чувашково текенни çинчен Интернетра темле те шыраса пăхрăм, ним те тупăнмарĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем