Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 23.03.2023 12:57 | 1478 хут пӑхнӑ
Культура
Ҫӑлкуҫ: Красноармейски муниципаллӑ округ
Ҫӑлкуҫ: Красноармейски муниципаллӑ округ

Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче ӗнер Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Красноармейски муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем кӑна мар, Красноармейски муниципаллӑ округӗн ветерансен Канашӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата архив ӗҫ пайӗн начальникӗ Рена Осипова та хутшӑннӑ.

Ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Валерьевна Петрова паллаштарнӑ. Георгий Тусли ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Шкул ачисем Владимир Егоровичӑн сӑввисене вуланӑ.

Владимир Харитонов 1933 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Пайсупинта ҫуралнӑ. Вӑл В.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Хусанти консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хорист, телекуравпа радиохыпарлавӑн чӑваш комитечӗн литературӑпа музыка передачисен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Владимир Харитонов сӑввисемпе 50 ытла юрӑ хывнӑ.

Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.

Харитонов Владимир Егорович чӗри 1990 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Паянхи кун та вӑл пурӑннӑ пулсан пушӑн 25-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

#юбилейсем, #Красноармейски районӗ, #Упи, #шкулсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3865.03.5286
2023.03.23 23:16
Agabazar
Мусăк тиркевçи те вăлах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем