Ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа санавиаци вертолечӗ пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн, вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ.
Санавиаци раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Контракта 35 миллион та 943 пин те 131,1 тенкӗлӗх алӑ пуснӑ. Организаци пӗр ҫуллахи сехете 223,1 пин тенкӗпе вӗҫме килӗшнӗ. Пӗлтӗр пӗр сехет 219 пин тенкӗ тӑнӑ.
Палӑртмалла: 2020 ҫултанпа санавиаци вертолечӗпе 325 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра вертолет анса лармалли ултӑ лапам пур.