Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тури Ҫӗрпӳкасси шкулне 90 ҫул

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2008 19:57 | 1745 хут пӑхнӑ

Иртнӗ эрнере Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее паллӑртма шкултан вӗренсе тухнисем, вырӑнти пуҫлӑхсем тата ыттисем ҫитрӗҫ. Пуринчен те ытларах уява пуҫтарӑннисем пенсине тухнӑ вӗрентевҫӗсемпе ветерансене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ хӑнасем шутӗнче Сергеев Владимир Максимовичпа Лев Васильевич Медведев та пурччӗ. Пӗри 1971-78 ҫулсенче, тепри 1978-87 ҫулсенче шкул директорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Уява пуҫтарӑннисем шкул ҫитӗнӗвӗсене аса илчӗҫ, уйрӑмах шкултан вӗренсе тухса пысӑк вырӑна ҫитнӗскерсене. Шкултан вӗренсе тухнисем шутӗнче 6 ӑслӑлӑх кандидачӗ, 1 тава тивӗҫлӗ ял хуҫӑлӑх ӗҫченӗ. 12 ҫынна тӑван колхозра вӑй хунӑшӑн орденпа чысланӑ.

Уява шкул директорӗ Живоев Игорь Нестерович уҫрӗ. Вӑл ку вырӑна 1996 ҫултанпа йышӑнать. Игорь Нестерович пухӑннӑ ханасене шкул кун-ҫулӗпе, йывӑрлӑхӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсемпе район ертӳҫи Александр Криков, районӑн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Шереметьева тухса калаҫрӗҫ.

Ачасем те ку уява тӑрӑшса хатӗрленнӗ — вӗсем ку куна кӗтсе сочиненисемпе сӑвӑсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем ӳкернӗ. Уявра вӗсем пуҫтарӑннӑ хӑнасене юрӑ-ташӑпа та савӑнтарчӗҫ.

6-мӗш класра вӗренекен Александра Никитина хӑйӗн аслашшӗпе (Никитин Николай Павлович шкулӑн пӗрремӗш директорӗ пулнӑ) ҫак уява халалласа «90 ҫул ҫитнӗ май» ятлӑ сӑвӑ та ҫырнӑ:

 

Ку вӑл – манӑн асатте

Ҫирӗп пӑхать ман ҫине:

«Эсӗ тет, мӑнук, вӗрен,

Ӑслӑ ҫын пул ӳлӗмрен.

Асатте сӑмахӗсем

Ылтӑн пӗрчисем вӗсем.

Вӗренетӗп тӑрӑшса,

Намӑс курмӑп сан умра.

90 ҫул ҫитнӗ май

Саламлатӑп ҫак шкула,

Ырлӑх, сывлӑх та телей

Эп калатӑп ыр сунса.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Тури Ҫӗрпӳкасси, #шкулсем, #юбилейсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем