Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Канар утравӗсенчен пӗри «энергетика автономиллӗ» пулса тӑрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.05.2014 06:08 | 1548 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Ҫичӗ Канар утравӗнчен чи пӗчӗкки, Эль Йерро, ҫӗртме уйӑхӗнчен пӗтӗмпех ҫилпе тата шывпа электроэнерги кӑларасси ҫине куҫать. Тӗнчери ытти утрав та кун пек меслетпе анлӑ усӑ курать пулин те сӑнавҫӑсен шучӗпе Эль Йерро ҫапла майпа «энергетика автономиллӗ» пулса тӑнӑ пӗртен пӗр утрав шутланать. Кун пек калама сӑлтавӗ те пур-мӗн. Асӑннӑ утрав ҫинче электроэнерги кӑларассине специалистсем наци сечӗсемпе ҫыхӑнтармасӑр тума пултарнӑ тесе хакланӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗ Ален Гиода.

Ҫил паркне кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеттерсе ямалла. Малтанхи кунсенчех вӑл халӑхӑн ҫуррине ҫутӑпа тивӗҫтерме май парӗ, каярах, тепӗр темиҫе уйӑхран, вӑл мӗнпур ҫын валли ҫитмелле.

Ҫил электростанцине хута яма 80 миллион еврӑна кайса ларнӑ. Акцин тӗп пайӗ—– патшалӑхра-мӗн, 30 проценчӗ Испанири Endesa энергетика компанийнче, юлнӑ 10 проценчӗпе вырӑнти технологи институчӗ хуҫаланать.

Эль Йерро утравӗнче 2020 ҫул тӗлне унти мӗнпур 6 пин автомобиле электродвигатель вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.

#Испани, #тӗнчере, #Канар утравӗсем, #электроэнерги

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.02 09:08
Эпĕ ăнланмарăм: Çил çук вăхăтра ăçтан электроэнеги илесшĕн вара? Аккумуляторсемсенчен-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем