Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ видеокурссене ҫырӑнма йыхравлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.09.2014 18:21 | 1876 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш Республикинчи кинематографистсен «Аван» пӗрлешӗвӗ видеокурссене ҫырӑнма йыхравлать. Кӑҫал кӑна йӗркеленнӗ пӗрлӗх «КоЮр» кинопӗрлӗхпе пӗрле икӗ курс йӗркеленӗ: «Кинори видоемонтаж режессури» тата «Кинори видеоэффектсем».

Икӗ курс та юпа уйӑхӗнче пуҫланать, 5 уйӑхлӑха тӑсӑлать. Занятисем эрнере пӗр хут 16:00–19:00 вӑхӑтра «Чӑвашкино» ҫуртӗнче иртмелле. Заявкӑсене авӑнӑн 26-мӗшӗччен ярса памалла (кинематографсен сайчӗ урлӑ та яма юрать).

Чӑваш Республикинчи кинематографистсен «Аван» пӗрлешӗвӗ кӑҫал нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Унта «Сӑвар ТВ» тетелти канал, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗ, «Аксар» студи, «Орион» студи тата ыттисем кӗнӗ. Ертӳҫӗ пулма Олег Михайлович Цыпленкова шантарнӑ. Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗм чӑваш кинофестивальне ирттерме тӗллев лартнӑ.

#кино, #Сӑвар ТВ, #Аксар, #Орион, #видеостудисем, #кино ӳкерекенсем, #кинофестивальсем, #курссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/4.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем