Пӗлтӗр, шӑп та лӑп нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗ — Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ. Хальхи вӑхӑтра унта тӗнче тетелӗнчи «Suvar TV» каналӑн ертӳҫи Ултиар Цыпленков, «Iltimer Studio» ертӳҫи Алексей Ефремов, «КоЮр» киновидео пӗрлӗхӗн ертӳҫисенчен пӗри Юрий Сергеев режиссёр тата Константин Ефремов композер (спецэффектсемпе ӗҫлекен ӑста), «Аксар» студи ертӳҫи тата директорӗ Алексей Иванов-Сӗрмек, «Орион» видеостуди директорӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пурӗ 9 ҫын. Нумай пулмасть пӗрлӗх йышне «Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ» директорӗ Юрий Спиридонов тата Николай Сахаров режиссёр кӗнӗ.
Киноӳкерӳҫӗсен планӗсем кӑҫал пӗчӗк мар. Тӗслӗхрен ҫулталӑкӗпех кинокуравсем пулӗҫ. Унта пӗрлӗх пайташӗсем вырӑнти режиссёрсем тата пултарулӑх ушкӑнӗсем хатӗрленӗ фильмсене пӗрле тишкереҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫитменлӗхсене палӑртаҫҫӗ, вӗсене мӗнле юсамаллине кӑтартаҫҫӗ.
Тепӗр кӑҫалхи пысӑк проект — Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивалӗ. Маларах ӑна пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах та вӑхӑт хӗсӗккине пула нумай пулмасть иртнӗ кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пухӑвӗнче кинофестивале чӳк уйӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен «Аван» пӗрлешӗвӗ видеокурссене ҫырӑнма йыхравлать. Кӑҫал кӑна йӗркеленнӗ пӗрлӗх «КоЮр» кинопӗрлӗхпе пӗрле икӗ курс йӗркеленӗ: «Кинори видоемонтаж режессури» тата «Кинори видеоэффектсем».
Икӗ курс та юпа уйӑхӗнче пуҫланать, 5 уйӑхлӑха тӑсӑлать. Занятисем эрнере пӗр хут 16:00–19:00 вӑхӑтра «Чӑвашкино» ҫуртӗнче иртмелле. Заявкӑсене авӑнӑн 26-мӗшӗччен ярса памалла (кинематографсен сайчӗ урлӑ та яма юрать).
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен «Аван» пӗрлешӗвӗ кӑҫал нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Унта «Сӑвар ТВ» тетелти канал, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗ, «Аксар» студи, «Орион» студи тата ыттисем кӗнӗ. Ертӳҫӗ пулма Олег Михайлович Цыпленкова шантарнӑ. Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗм чӑваш кинофестивальне ирттерме тӗллев лартнӑ.
Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине.
Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем.
Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать.
Тунтикун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗнче чӑваш киноӳкерӳҫисем пухӑннӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса перлӗх йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
Пухӑва тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» канал ертӳҫи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗн ертӳҫрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳҫисем Елизавета Разумовӑпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳҫи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳҫи Алексей Ефремов тата патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Пуханнисем пушӑн 28-мӗш кунӗнче «Хальхи лару-тӑрура кино ӳкересси: ҫӗнӗ аталану ҫулӗсем» ҫавра сӗтелте те (патшалӑх архивӗнчех иртмелле) чӑвашла кино ӳкерес йытӑва хускатма калаҫса татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |