Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Красноярск чӑвашӗсене чӑмӑртанма чӗнсе каланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 06.05.2015 09:55 | 1448 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Красноярск енӗнчи чӑвашсем регионти конференцие пухӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Ачинск, Бородино, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Канск, Красноярск, Лесосибирск, Назарово, Сосновоборск тата ытти хулари, Кедр поселокӗнчи тата районсенчи 300 хӑнапа конференцие кайма суйланӑ ҫынсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.

Ятарласа капӑрлатнӑ залра Красноярск енӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан фото- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Унтах Раҫҫейӗн, Красноярск енӗн тата Чӑваш Республикин ялавӗсене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсенчен пуҫланӑ. Унтан вӑл тӑрӑхри чӑвашсен автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн протоирей Пантелеймон владыка Красноярск чӑвашӗсене саламласа вӗсене ырӑ ӗҫсем тума ырӑ суннине пӗлтернӗ.

Красноярск чӑвашӗсене саламлама крайри Саккун кӑларакан Пухӑвӑн депутачӗ Николай Фокин, кӗпӗрнаттӑр администрацийӗнче тӑрӑшакан Наталья Янушкевич, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских пырса ҫитнӗ.

Конференцинче чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхине тата культурине упраса хӑварас тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Килес ҫул унти чӑвашсен III съездне ирттерме йышӑннӑ. Автономи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан доклада унӑн ертӳҫи Геннадий Храмов ҫапла сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Хисеплӗ чӑвашсем, хаклӑ тӑвансем!!! Чӑмӑртанар! Яланах пӗрле пулар! Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пырар! Тӑвалла пулсан та малаллах! Чӑваш халӑхӗ сывӑ пултӑр! Чӑваш халӑхне ӗмӗp-ӗмӗp мухтав! Ҫапла пултӑр! Ҫапла пултӑр! Ҫапла пултӑр! Тавтапуҫ сире!».

#Красноярск енӗ, #конференцисем, #чӑвашлӑх, #Раҫҫейре, #чӑвашсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/363.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем