Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗн ҫыннисем паттӑрсене хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ.
Унччен Тупах ялӗнче тимӗртен тунӑ обелиск ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ паттӑрсене аса илтернӗ. Халӗ вара асӑну палӑкне кирпӗчрен тунӑ, ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — палӑк ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен ячӗсене ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 118 ҫын — киле таврӑнайман.
Тупахсем палӑк тӑвас шухӑша пӗлтӗр палӑртнӑ. Халӑхран укҫа пухса хӑпартнӑ ӑна. Ку кӑна мар — вӗсем строительство ӗҫӗсене те хутшӑннӑ.
Ӑна тумашкӑн 130 пин тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулнӑ. Унпа стройматериал туяннӑ. Ытти ӗҫе вара ял ҫыннисем хӑйсемех пурнӑҫланӑ.
Сӑмах май, Кӗлкешре те хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта та ветерансене халалласа палӑк лартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.