Тупах — Вӑрмар районӗнчи ял.
Вӑрмартан 15 ҫухрӑмра, Шупашкартан 81 ҫухрӑмра ларать.
Урамӗсем: К.Маркс урамӗ, Комсомольски урамӗ, Ленин урамӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, А.Г.Николаев урамӗ, Октябрь урамӗ, Космодемьянская урамӗ, Чапаев урамӗ, Шкул урамӗ.
Ял хутсенче Будаз, Будах, Тубахи, Подах, Тинсарино, Тиньсаринка, Тайсарина, Тансар ятсемпе ҫырӑнни тӗл пулать.
Историллӗ хутсем ял Вӑрмарпа тачӑ ҫыхӑннине палӑртаҫҫӗ.
Н.И. Егоров пухнӑ халапсем тӑрӑх ял ячӗ «туп» сӑмахпа ҫыхӑннӑ. Улпутран хӑтӑлнӑ хресчен ҫак вырӑна тупнӑ та имӗш, «Тупах ӗнтӗ халь мана» тенӗ.
1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 169 кил пулнӑ, 425 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта пурӗ 353 ҫын пурӑнни паллӑ.