Хальхи ӳнер центрӗнче ҫак кунсенче Анастасия Максимован «Мой Барбизон» куравӗ ӗҫлет.
Анастасия Николаевна 1988 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005-2010 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче художествӑпа графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан вӑл, хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, художествӑпа графика факультечӗн живопись кафедринче методист, каярах преподаватель пулса ӗҫленӗ.
Анастасия Максимова ял пейзажне сӑнлама юратать. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнче иртнӗ. Мӗнпур ӗҫне тенӗ пек вӑл ҫав яла халалланӑ. Хрантсус художникӗсем ӗлӗк-авал хӑйсен хавхаланӑвне Фонтебло вӑрманӗ патӗнче, Барбизон текен вырӑнта, тупнӑ пулсан, Шупашкар ӑстин хавхалану вырӑнӗ — Тупах ялӗ.
Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ.
Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗн ҫыннисем паттӑрсене хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ.
Унччен Тупах ялӗнче тимӗртен тунӑ обелиск ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ паттӑрсене аса илтернӗ. Халӗ вара асӑну палӑкне кирпӗчрен тунӑ, ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — палӑк ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен ячӗсене ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 118 ҫын — киле таврӑнайман.
Тупахсем палӑк тӑвас шухӑша пӗлтӗр палӑртнӑ. Халӑхран укҫа пухса хӑпартнӑ ӑна. Ку кӑна мар — вӗсем строительство ӗҫӗсене те хутшӑннӑ.
Ӑна тумашкӑн 130 пин тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулнӑ. Унпа стройматериал туяннӑ. Ытти ӗҫе вара ял ҫыннисем хӑйсемех пурнӑҫланӑ.
Сӑмах май, Кӗлкешре те хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта та ветерансене халалласа палӑк лартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Тупах ялӗ Вӑрмар тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырми-ҫатрийӗ, юханшывӗсем, уйӗсем чуна илӗртеҫҫӗ. Тупах ялӗнче пӗве те сахал мар. Тин кӑна Келкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӑрӑшнипе виҫӗ пӗвене ҫӗнетсе юсама йышӑннӑ. Ял ҫыннисем вара ку питӗ лайӑх хыпар — пӗвесем тем тесен те яла илем кӳреҫҫӗ, ялти пурнӑҫа та самай ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗн кантурӗ вырнаҫнӑ Келкешре вара Шкул урамӗнчи ҫула такӑрлатаҫҫӗ — чул сараҫҫӗ. Валерий Данилов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, ҫула ялти магазин таранах хытарса тухасшӑн.
Тупахпа Келкеш ялӗсем Кӗҫӗн Енӗш тавралӑхӗнче, Вӑрмар районӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Келкешри 5 урамра пурӗ 350 ытла, Тапахра вара 400 ытла ҫын пурӑнать. Келкеш ял тӑрӑхне пурӗ 4 ял кӗрет: Келкеш, Тупах, Ҫитмӗш, Чӗкету. Пӗтӗмӗшле илсен ял тӑрӑхӗнче пин ытла ҫын пурӑнать. 2 шкул (Келкешри вӑтам шкул тата Тупахри тӗп пӗлӳ паракан шкул), 3 ял клубӗ (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 3 фельдшер пункчӗ (Чӗкетусӑр пуҫне кашни ялта пур), Вӑрмар райпойӗн 3 лавкки (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 1 ял вулавӑшӗ (Келкешре).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |