Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче пулнӑ аварире икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑскерсем ҫамрӑк пулнӑ – 30 ҫула та ҫитеймен.
Авари 22 сехет ҫурӑра пулнӑ. ВАЗ-2106 машинӑра ултӑ ҫын ларса пынӑ. Салонри ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ял ҫывӑхӗнче ярӑнса ҫӳренӗ.
Пӑрӑнмалли вырӑнта водитель руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. «Жигулин» 29 ҫулти водителӗ тата 28-ти пассажир вилнӗ. Вӗсем Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас ялӗн ҫыннисем.
Салонри тепӗр тӑватӑ ҫын суранланнӑ. Вӗсем те Элӗк районӗнче пурӑнаканскерсем. Пассажирсем 1997, 1998, 1990, 1985 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем.
Водитель ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнине экспертиза уҫӑмлатӗ.
Элӗк районӗнче ял тӑрӑхӗсен старостисен канашлӑвӗ иртнӗ. Вӗренӳ евӗр ирттернӗ мероприятире старостӑсемсӗр пуҫне райадминистрацире тӑрӑшакансем, право хуралҫисем, пушар хуралӗпе ҫӑлавҫӑсем хутшӑннӑ.
Хастар старостӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе палӑртнӑ. Хаклава Сморотинти Ираида Васильева, Тури Вылӑри Нина Сорокина, Юманлӑхри Реомир Быков, Атайкассинчи Алиса Федорова, Чартакри Анатолий Ивановский, Утаркассинчи Наталия Миронова, Ураскилтри Николай Терентьев, Кӗҫӗн Тӑванти Светлана Матьянова, Йӑранарти Фаина Андреева, Тури Юлӑшри Игорь Платонов, Яккушкӑньти Федор Белецкий, Ҫӗнкасри Георгий Никоноров тивӗҫнӗ. Вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина чысланӑ.
Шӑрӑх кунсем ҫитрӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – шывра пӑтӑрмахсем пулнӑ.
Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Икӗ арҫын ача тата арҫын шывран тухайман.
Пӑтӑрмахсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Шахчӑр ялӗнче пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗвере 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна пулӑҫсем асӑрханӑ.
Тепӗр инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче пулнӑ. Унта 2006 тата 2011 ҫулта ҫуралнӑ ачасем путса вилнӗ. Халӗ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те оперативлӑ следстви мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ.
«Халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Ҫӗнкас ялӗ суйлав кунӗнче пайтах тӗлӗнтернӗ имӗш. Суйлав вырӑнӗ ялтан 2 ҫухрӑмри Турхан ялӗнче вырнаҫнӑран нумайӑшӗ кӑҫалччен унталла-кунталла ҫӳреме ӳркеннӗ, кайман та. Ялта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑсем кӑна пурӑнаҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Кӑҫал вара, Ҫӗмӗрлӗ районӗн суйлав комиссийӗн пайташӗ Л. Саерова каланӑ тӑрӑх ялти ватӑсем ҫирӗм ҫул каялла хупнӑ халӑх ҫуртне хӑйсемех уҫнӑ, хутса ӑшӑтнӑ, урай-маччине сӗрсе тухнӑ та район суйлав комиссине кӗтме пуҫтарӑннӑ. Ахаль ларман тет тата хӑйсем — сӗтел- пукан илсе килнӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, купӑсҫи те тупӑннӑ. Килти сӑра та вӗретнӗ имӗш.
Тата тепӗр савӑнӑҫлӑ тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ Ҫӗнкасрах: ҫак кун тӗлне аякра пурӑнакан хурӑнташсем те тӑван яла ятарласа суйлама килнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ют ҫӗршывран суйлава сӑнама килнисем Раҫҫейре суйлав кунӗ туй евӗрлех тенине ҫакӑн евӗр самантсенче питех те ӗненме пулать ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |