Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Биробиджан

Раҫҫейре

Биробиджан хӗррипе юхса иртекен Бира юханшыв тӗлӗнтермелле хурмӑллӑ пӑрпа витӗннӗ. Шыв ҫийӗнче пухӑнса ларнӑ хӑйне евӗр пӑрлӑ «икерчӗсене» вырӑнти халӑх ӳкерсе илсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри пӑр калӑпне пиццӑпа танлаштарнӑ.

Тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк феноменӗ чылай хула ҫыннин кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем ку пулӑм пирки тӗрлӗрен шӳтлеме пикеннӗ, теприсемсем вара хӑйсен шиклӗхне кӑтартнӑ. Тепӗр тесен, юлашки вӑхӑтра экологи пӑтӑрмахӗсем чылай пулса иртнӗрен, ҫакнашкал шиклӗх ҫавах ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пӗлтерет. Биробиджансем ҫак феномен сӑлтавне шыв ҫинче ҫуллӑ ункӑсем тӑвакан нефть юхса тухнипе ӑнлантарса пама пӑхнӑ. Анчах та «икерчӗсенчен» пӗрине ирӗлтерсен шӗвекре нефть тупайман.

Хулари гидрометеорологи бюровӗн ертӳҫи Елена Чернобровина каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслесе пӑхнӑ пӑрта йӳҫекпе сӗлтӗ балансӗ йӗркеллӗ, пӑр катӑкӗсем хӑрушӑ мар. Вӗсен ҫапла хурмӑллӑ пулнин сӑлтавӗ вара температура хӑвӑрт улшӑннипе тата ункӑланса хытса ларма май панӑ ятарлӑ кӑпӑк тухнипе ҫыхӑннӑ.

Биробиджан — Еврей автономи облаҫӗн административлӑ центрӗ, унта 70 пин ытла ҫын пурӑнать. Бира — Амур шывӗн сулахай юппи.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.

Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Куҫман пурлӑхпа ӗҫ тумалли лайӑх эрне. Сутнӑ чухне те, туяннӑ чухне тупӑш илетӗр Ҫемьепе пӗрле вӑхӑта ирттерни аван: кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тӑвӑр, пысӑк япала туянма палӑртнӑ тӑк илӗр. Ҫав япала нумая пырӗ.

Пуш, 29

1925
100
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ