Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ.
Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта мисс титулне кӑҫал кам ҫӗнсе илнине палӑртнӑ.
Конкурс вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Химик» культура ҫуртӗнче пулнӑ. «Ҫӗнӗ Шупашкар мисӗ – 2016» ята 22 ҫулти Кристина Андреева ҫӗнсе илнӗ. Вӑлах «Грани» мисӗ» титула ҫӗнсе илнӗ.
Пӗрремӗш вице-мисс ята вара 20 ҫулти Наталия Забалуева тивӗҫнӗ. Вӑл конкурсра 17 ҫултанпа хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫал тинех ята тивӗҫнӗ вӑл. Иккӗмӗш вице-мисс ята вара 15 ҫулти Яна Гужева илтнӗ.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн комитечӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ» акционерсен обществӑн директорӗ — тӗп редакторӗ ӗс вырӑнӗ пирки сӗнӳсем йышӑнма пуҫланине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ обществӑн устав капиталӗнче республика тӳпи 100 проценчӗпех иккен.
Издательство ҫуртне пырас шухӑшлӑ ҫыннӑн гражданла тата ӗҫ законодательствине пӗлмелле. Тата бухгалтер учетне те тӗшмӗртмелле. Аслӑ пӗлӳллӗ пулнине, ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Ку пукан пирки тӗмсӗлекенсен хучӗсене кӑрлачӑн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Маларах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн пуканне те ҫӗнӗ ҫын йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Вулакансене илӗртес тесе пичет кӑларӑмӗсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тухса тӑракан «Грани» хаҫат ҫак кунсенче «Чи вулакан троллейбус» акци йӗркеленӗ. 54-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑскерте мӗнпур ҫын асӑннӑ хаҫата вуласа пынӑ.
Хулара пурӑнакан Лариса Лебедева хаҫата ахаль те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вулатӑп тесе каланӑ. Хулара пурӑнакан тепӗр ҫын, Зоя Фадеева, журналистсене хаҫат кӑсӑклӑ тухма пуҫларӗ тесе хаваслантарнӑ. Электроаппаратура савутӗнче 28 ҫул ӗҫленӗ Валентина Николаевна хӗрарӑм спутник-хулана 2006 ҫулта куҫса пынӑ хыҫҫӑн кашни ире «Грани» вуланинчен тытӑнатӑп тесе ӗнентернӗ.
«Чи вулакан троллейбус» черетлӗ акцие хаҫатҫӑсем ыран 55 маршрутра кӑнтӑрла тӗлнелле ирттерӗҫ.
Паян, утӑн 31-мӗшӗнче «Грани» хаҫат редакцинче журналистсен Чӑваш Енӗн премьер-министрӗпе Иван Моторинпа тата республикӑри хыпар политики тата массӑллӑ коммуникацийӗсен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗлпулу иртнӗ.
ЧР министӑрсен кабинечӗн председателӗ экономика кӑтартӑвӗсем чакни ҫинче, хуласене пӗрлештерни ҫинчен, Шупашкар шыв управӗн шайне хӑпартни ҫинчен, ТБО полигон ҫинчен, эрех таврашне сутасси ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗлпулура хускатнӑ ыйтусене шӑматкун тухакан «Грани» хаҫат номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |