Индонезири Ява утравӗ ҫинче 5,6-мӗш магнитудӑпа ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 162 ҫынпа танлашать, ҫав вӑхӑтрах ҫӑлавҫӑсем чӗрӗ юлнисене шырама пӑрахмаҫҫӗ.
Малтанхи ҫӗр чӗтренӗвӗ тата ун хыҫҫӑнхи ҫӗр айӗнчи чӗтренӳсем вӑхӑтӗнче Джакартӑн тӗп хулинчен 75 километрта вырнаҫнӑ Чанджур хулинче ҫуртсем ишӗлсе анни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗр чӗтренӗвӗ ҫӗр ҫийӗнчен 10 километр тарӑнӑшӗнче пулса иртнине регистрациленӗ, афтершоксем Джакартӑпа Бандунгра та сисӗннӗ.
Ишӗлчӗксем айӗнче халӗ те ҫынсем пур, ҫавӑнпа вилнисен шучӗ ӳсӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Рейтер агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтреннине пула 2200 ҫурт арканнӑ, 5300 ытла ҫын шар курнӑ (700 ҫын аманнӑ).
Сейсмологи тӗлӗшӗпе палӑракан регионта ҫӑлав ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра ҫӗр йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пуррине пула чарса хунӑ. Ҫӗр чӗтреннипе тата йӑтӑнса аннине пула инфраструктура сиенленнӗ, районта электричествӑпа ҫыхӑну ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |