Чӑваш Ене Украинран тата виҫӗм кун тепӗр 15 ҫын хӑйсен ачисемпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем ӗҫ паракансем йыхравланипе килнӗ иккен. Иртнинче пӗр ушкӑн, 70 ытла ҫын, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килнӗччӗ. Ун чух вӗсем хушшинче туберкулезпа чирлӗ пӗр ҫын пулнине кура карантинла ӗҫсем туса ирттерме тивнӗ. Эрне хушшинче икӗ таркай Чулхула облаҫне тухса кайнӑ, пӗри — Казахстана. Вӗсене билет туянса панине республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене икӗ арҫын ҫемйисем патне тесе килнӗ иккен.
Утӑн 19-мӗшӗнче 21 ҫынтан тӑракан ушкӑн килсе ҫитнӗ. Вӗсене «Куротнӑй» хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерме, малтанхи ушкӑнпа танлаштарсан, ҫӑмӑлтарах тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫ паракансем чӗннипе килнӗ-мӗн.
Чӑн та, ӗҫпе тивӗҫтерекен республикӑри службӑна 20 ҫын ӗҫ шыраса пынӑ тесе асӑннӑ тытӑм ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ. Таркайсем валли 1,5 пин ӗҫ вырӑнӗ пур-мӗн, ҫав шутран 651 тӗслӗхре вӗсене ҫурт-йӗрпе те тивӗҫтереҫҫӗ иккен.
Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳрекенсем Шупашкарти 324-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 21-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ Шупашкарти халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта йышӑнаҫҫӗ.
Етӗрнере пурӑнакан Анна Иванова пахчинче куҫ алчӑраса каять. Унта кӗлчечекӗн 40 ытла сорчӗ тата 90 тӗслӗ лили ӳсет.
Анна Иванова пахчинче чи черчен чечексем те вӑй илсе ешереҫҫӗ. Ав ту ҫинче ӳсекен тамариск ытларах пушхирте тӗл пулать. Анна Иванова вара ӑна хӑйӗн килӗнче ҫитӗнтерме пултарнӑ. Ӑна валли ятарласа 10 витре хӑйӑр илсе килнӗ, тӑпрана тӑвар сапнӑ.
Анна Иванова Казахстанра ҫуралнӑ. Стройкӑра ӗҫленӗ. Чечексем ӑна ача чухнех килӗшнӗ. Унӑн чи юратнӑ ҫеҫкисем — салтак тӳми тата ирис. Анна Иванова Етӗрнене 20 ҫул ытла каялла куҫса килнӗ. Унтанпа чечексемпе кӑсӑкланать. Кашни ҫулах хӑй пӗлмен чечек вӑрри туянать. Халӗ унӑн пахчинче 600 ытла чечек ешерет. Пӗррехинче пахчара тӗлӗнмелле илемлӗ тюльпан ҫурӑлнӑ.
— Савӑнӑҫа никампа пайлама ҫук. Ун чухне упӑшка ҫывӑратчӗ. Ӑна чӗнтӗм. Чечекпе иксӗмӗр килентӗмӗр, — тенӗ Анна Иванова ПТРК корреспондентне.
Анна Иванова чечексене ача пекех пӑхать. Пахчара ятарласа пӗве тунӑ. Чечексене пӗчченех пӑхать — ҫак ӗҫе никама та шанмасть вӑл.
Анна Иванован хӗлле те чечексем ҫурӑлаҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӗлле вӗсене тӗрлет.
Чӑваш Енре «Пирӗн пӗр пек пулмасан та» ятпа ыттисенчен расна куракансен пӗтӗм тӗнчери театр фестиваль-форумӗ иртмелле. Вӑл ҫак ууйӑхӑн 22–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Кун пек мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Хальхи фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчи тата Казахстанри, Литвари, Молдавинчи, Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Форум вӑхӑтӗнче пултарулӑх лабораторийӗсем, психологи тренингӗсем, семинар-практикумсем иртмелле. Ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем лартассине те программӑна кӗртнӗ. Спектакльсем — сусӑр ачасем валли хатӗрленӗскерсем. Вӗсене сусӑр ачасем пурӑнакан хваттерте, е вӑл сипленекен учрежденире е реабилитаци пӳлӗмӗнче лартма май килтӗр тесе лартнӑ.
«Пирӗн пӗр пек пулмасан та» фестивале пуҫласа Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӗркунне йӗркеленӗччӗ. Ун чухне вӑл юпа уйӑхӗн 11–16-мӗшӗсенче иртнӗччӗ. Ун чух 13 пукане театрӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсенчен ҫурри — ют ҫӗршывран.
Ҫӗртмен 14-мӗшпе 15-мӗшӗсенче Шупашкарта каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ (WKC) иртрӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ ҫак ӑмӑрту пирки хыпарлать.
Каратэҫӑсем Калинин районӗнче вырнаҫнӑ «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексне пухӑннӑ. Пурӗ Шупашкара каратэ мелӗпе ҫапӑҫма 15 патшалӑхри 300 ытла ӑста килнӗ.
Раҫҫей ушкӑнӗ ӑмӑртура хӑйне ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Итали, Серби, Казахстан тата ытти патшалӑхсен каратэҫисем мала тухнӑ. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Чӑвашрисем те хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ. Сӑмахран, Сергей Петров серб спортсменне ҫӗнтернӗ.
Европа шайӗнчи чемпиона ирттерес тӗлӗшпе Раҫҫейри тата Чӑваш Енри каратэ федерацисен президенчӗ Вячеслав Тимофеев нумай тӑрӑшнӑ. Сӑмах май ӑмӑртура унӑн ывӑлӗ Аслан та, кинӗ Надежда та хӑйсене маттур кӑтартнӑ.
Сӑнсем (51, Тимӗр Акташӑн)
Чӑвашсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери ассамблейин VI Курултайне хутшӑннӑ. Пуху ҫу уйӑхӗн 23–27-мӗшӗсенче Казахстанри Туран хулинче иртнӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат мероприятие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Чӑвашсен ушкӑнне хӑй вӑхӑтӗнче Тольяттинче чӑвашсен наципе автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Алексей Глухов ертсе пынӑ иккен. Форума пӗтӗмпе 200-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Грузирен, Канадӑран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Молдавинчен, Таджикистанран, Узбекистанран пухӑннӑ.
Пирӗн Раҫҫее илсен Курултая Пушкӑртсан, Тутарстан, Хакаси, Якути, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкеск, Дагестан республикисенче, Ставрополь енӗнче, Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗсем пырса ҫитнӗ. Официаллӑ ӗҫре тӑрӑшакансен ячӗпе пухӑва Азербайджанпа Молдави парламенчӗсен депутачӗсем хутшӑннӑ-мӗн. Сӑмах май, унта пирӗн республикӑн ертӳҫисене те чӗннӗ пулать, анчах вӗсем вӑхӑт хӗсӗккине кура каяйман имӗш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Николай Угасловӑн та инҫе ҫула ҫывӑхлатма май килмен-мӗн.
Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Чӑваш Ен халӑхсем хушшинчи «Интурмаркет-2014» IX турист куравне хатӗрленет. Вӑл пуш уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче «Крокус Экспо» курав центрӗнче иртӗ.
Куравра Болгари, Турци, Китай, Венгри, Египет, Итали, Испани, Греци, Норвеги, Прибалтика, Марокко, Тунис тата ытти ҫӗршыв хӑйсен экспозицисене кӑтартӗҫ. СНГ ҫулталӑкӗ пулнӑ май Казахстан, Беларуҫ, Украина, Кӑркӑстан хӑйсен стенчӗсене кӑтартӗҫ. Мальдива утравӗсем тата Австрали унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗҫ.
Раҫҫей регионӗсем, Калининградран пуҫласа Владивосток таранах, стендсемпе тӗлӗнтерӗҫ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем пӗлтӗрхи пекех пӗр тӗвве пӗрлешсе «Аслӑ Атӑл» стенд хатӗрлӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те. Инҫет Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗпӗр регионӗсен пӗр стенд — «Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ унки».
Чӑваш Республикине яланхи пекех туроператорсем, санаторисем, турбазӑсем, хӑна ҫурчӗсем хӳтӗлӗҫ. Стенда тӗрӗсемпе сувенирсем хитрелетнисӗр пуҫне кӑҫал чӑваш наци тӗпелӗ те пулӗ. Халӑх апат-ҫимӗҫӗ — ял тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Тен, паха тутӑ туристсене илӗртме пулӑшӗ.
Театр ӳнерне юратакансем валли ыран пирӗн республикӑра паллӑ пулӑм: Шупашкарта пуҫласа «Пурин те пӗр пек пулмасан та» ят панӑ пӗтӗм тӗнчери расна фестиваль иртмелле. Мероприятие Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи, Тутарстанри, Удмуртинчи, Ханты-Мансийск автономи округӗнчи, Чӑваш Енпе Мускав облаҫӗсенчи тата Болгаринчи, Казахстанри, Литвари, Сербинчи, Украинӑри тата Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Фестиваль ырантан пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Артистсем Шупашкарти тӗрлӗ сцена ҫинче: пукане театрӗнче, Наци вулавӑшӗнче, Культруа институчӗн вӗренӳ театрӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче — вылӗҫ. Фестиавль ыран, каҫхи тӑватӑ сехетре, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче уҫӑлӗ.
Аш-какай туса илес тӗлӗшпе мӗнле кӑна чӗрчуна ӳстермеҫҫӗ пуль — вӑкӑрсенчен пуҫласа страуссем таранах. Казахстанри пӗр усламҫӑ вара аш валли чӗрӗпсене ӳстерме шутлать.
Акмола тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Букушев, иккен, унччен ытти чӗрчунсене те ҫитӗнтернӗ — кӑвакалсене фуа-гра валли, каярах шуйсене. Анчах темшӗн ӗҫӗ кайман ун. «Никамӑн та ҫук бренд йӗркелесшӗн эп», — ӑнлантарать усламҫӑ. — «Чикӗ леш енче анлӑ сарӑлнӑ япалана пирӗн таврана илсе килесси нихҫан та ман шутпа ӑнӑҫлӑ пулмӗ. Мӗн те пулин хамӑрӑннине шутласа кӑларас пулать».
Чӗрӗпсене ерчетес шухӑш патне Сергей хӑйне ҫак чӗрчун ашӗпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пырса тухнӑ иккен. Ваттисен каласа панине те аса илнӗ вӑл — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӗрӗпсен ашӗ те апата кайнӑ иккен.
Чӗрӗп ашне усламҫӑ анӑҫри патшалӑхсене сутасшӑн. Хӑй ҫӗршывӗнче туянакансем тупӑнасса шанмасть вӑл — ун шухӑшӗпе Казахстанри халӑх хӑнӑхман апата туянасшӑнах пулмӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулхи хӗрарӑм Шупашкарти хула лаптӑкӗн полици пунктӗнче инспектор ҫине тапӑннӑ, вара ҫак пулӑмпа ӗҫ пуҫарса янӑ пулнӑ.
Инспектора тапӑнасси вара акӑ мӗнрен пуҫланнӑ. Хайхи хӗрарӑм Казахстан республикинчен Шупашкара хӑйӗн тӑванӗсем патне килнӗ пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вара вӑл хула лаптӑкӗнчи пӗр полици пунктне кӗнӗ, инспекторпа калаҫу ҫавӑрнӑ. Хӗрарӑма иккен участковый кирлӗ пулнӑ. Хайхи инспектор вара вӑл ҫын вырӑнта марри ҫинчен пӗлтернӗ. Ку Казахстан хӗрерӑмне тивӗҫтермен пулас, вӑл испектор ҫине кӑшкӑрма пуҫланӑ, инҫех мар тӑракан швабрӑна алла илсе ШӖМ ӗҫченне темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗ сучӗ паян йӗркене пӑснӑ хӗрарӑма явап тыттарнӑ. Суд ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗпе ӑна икӗ ҫула тӗрмене лартмасӑр айӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |