Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.
Ҫак усал, тӗрӗссипе, никама та тиркемест. Статистика ҫапах та хулари ачасем хушшинче вӑл ытларах сарӑлнине кӑтартать. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ наркотика хирӗҫ кӗрешекен ятарлӑ комисси ларӑвӗнче те ҫавӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑнӑ.
Тест мелӗпе тӗрӗсленӗ 19 пин шкул ачинчен 102-шӗ ҫеҫ наркотик витӗмне ҫакланнине ырӑ пулӑм темелле. Анчах унпа туслашнисем хуласенче ытлараххи сисӗннӗ. Ку вӑл Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах палӑрнӑ.
Комисси ларӑвӗнче калаҫнисем наркотик амакне ҫакланнисен йышӗ пӗтӗмӗшле чакса пынине те палӑртнӑ-ха. Михаил Игнатьев Элтепер илсе кӑтартнӑ цифра та ҫакнах ҫирӗплетнӗ:пӗлтӗрхи ҫак тапхӑра тата кӑҫалхине танлаштарсан чирлисен шучӗ 12,1 процент сахалланнӑ. Кунта тӳре-шара профилактика витӗмӗ пысӑккине палӑртать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канашри пӗр пуҫлӑха костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Унта вӑл ӗнер пулнӑ.
Промышленность хулинчи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри — ҫӳп-ҫап турттарманни. Тиесе каяҫҫӗ-ха ӑна, анчах вӑхӑтра мар тата ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. «Юрать, хал хӗл те. Ҫулла чӑтмалла мар шӑршӑ тӑрать. Ҫӳп-ҫапа темиҫе уйӑх ӗнтӗ турттарса кайман», — элекленӗ Элтепере канашсем.
Ҫӳп-ҫап турттаракан компани «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ парӑма кӗрсе кайнипе сӑлтавланӑ. Ҫынсем те тӗрлӗрен: пӗрисем тӳлеҫҫӗ, теприсем — ҫук.
Йӑлари каяша турттаракан предприяти пуҫлӑхне Михаил Игнатьев костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхне Владислав Софронова та сӑмах хытах лекнӗ. Икӗ эрнере йӗркене кӗртмесен ӑна Элтепер отставкӑна ярассипе хӑратнӑ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 2-ри ача айӑплӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Совет урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра 11 сехетре пушар тухнӑ. Пӗр хваттерте ача шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн. Ӑна сӳнтермесӗрех кравать ҫине пенӗ.
Ҫулӑм тухнине амӑшӗ асӑрханӑ. Тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ вӑл. Ҫулӑм маччана, дивана, чӳрече рамине сиенлетнӗ. Ҫынсем шар курман.
Канашра вара пушар каҫхине алхаснӑ. Унта машина ҫуннӑ. Капот айӗнчен тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен курнӑ, МЧСа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра та коридор ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсен йышӗнче сусӑр тата ача пулнӑ. Ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ.
Канашри водительсен курсӗнчи занятире пулнӑ пӑтӑрмах пирки телекуравпа кӑтартнӑ. «Калина» машина салонӗнче тосол сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна пула ҫав курсра вӗренекен хӗр пиҫсе кайнӑ.
Ура айӗнче вӗри тосол пӗрӗхме тытӑнсан хӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине часах салтайман. Инструктор ӑна пулӑшман. Хӗр каланӑ тӑрӑх, НТВ телеканалти ӳкерӳ ушкӑнӗ киличчен автошкулти ертӳлӗх ун патне пӗрре те шӑнкӑравламан. Директор патне камерӑпа килсен лешӗ тӳрре тухмалли сӑлтав тупнӑ: «хӗр хӑй мӗншӗн унпа ҫыхӑнман?»
Инструктора ӗҫрен кӑларма шантарнӑ вӑл. Хӗрӗн сипленмешкӗн хӑйӗнех эмел илмелле. Кун пирки директора каланӑ. «Кӗсьерен укҫа кӑларса тыттармалла-и?» — тенӗ лешӗ. Ҫаплах тунӑ вӑл: кӗсйинчен 5 пин тенкӗлӗххи кӑларнӑ та расписка ҫыртарса хӗре тыттарнӑ.
Ҫав машина халӗ экспертизӑра-мӗн. Инструкторӑн шухӑшӗпе, ку «савутрах тунӑ кӑлтӑкшӑн» пулнӑ. Анчах вӑл хӗре мӗншӗн пӗрре те килсе курман? Хуравӗ ансат: «Ҫулӗ инҫе».
Паян Чӑваш Енре пӗрин хыҫҫӑн тепӗр авари пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пассажир автобусӗсем ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварисенче, телее, вилекен пулман, анчах ҫынсем, ҫав шутра ачасем те, шар курнӑ.
Ирхи 5 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнче «Кисан-Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пӑрлӑ ҫул ҫинче руле итлеттереймен. Автобус картана пырса тӑрӑннӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра водительсӗр пуҫне тепӗр 22 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем. 11 пассажир шар курнӑ, вӗсем (10-ри тата 12-ри ачасем те пур вӗсен йышӗнче) тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тепӗр сехетрен, 6 сехет ҫурӑра, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка, Канашран Шупашкара каяканскер, ҫаврӑнса ӳкнӗ. 11 ҫын, вӗсен йышӗнче 7 ҫулти арҫын ача пур, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. 37-ри водитель юлашки ҫулталӑкра, ытларах чухне — ҫул ҫинче хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн, 16 хутчен явап тытнӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗхре те авари япӑх ҫулшӑн пулнӑ. Вӗсене пӑхса тӑракансен тӗлӗшпе административлӑ материалсем ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
Канашри «Таса хула» предприяти директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хулари урамсенчен уйӑх ытла ӗнтӗ ҫӳп-ҫап илсе тухман. Утма ҫук.
Елена Макарова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Асӑннӑ предприяти хӑйӗн тивӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫлама пӑрахнӑ-мӗн. Урамра ҫӳп-ҫап тултарнӑ хутаҫсем йӑваланни ҫынсене тарӑхтарать. Ку хула илемне те пӗтерет. Организаци ӗҫченӗсем ним калама та аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем ку ыйтупа прокуратурӑна та ҫитнӗ.
Елена каланӑ тӑрӑх, ҫакна пула хулара йӗкехӳресем, шӑшисем ӗрченӗ, йытӑсем йышланнӑ.
Подряд организацийӗн техника ҫӗмӗрӗлнӗ-мӗн. Ӑна юсаҫҫӗ. Канмалли кунсенче ҫӳп-ҫапа пӗчӗккӗн илсе тухма тытӑннӑ.
Шупашкартан Канаша 18 сехет те 40 минутра каякан пуйӑса расписанирен кӑларӗҫ. Чукун ҫул транспортне кӑмӑллакансемшӗн савӑнӑҫлах мар хыпара Тутарстанри Транспорт министерстви пӗлтернӗ.
«Канаш—Шупашкар» тата «Шупашкар—Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑсӑн ҫӗнӗ рапсисанийӗ паянтан вӑя кӗрет.
Ҫапла вара паян 03 сехет те 51 минутра Канашран Шупашкара 6502 номерлӗ пуйӑс килмӗ. Шупашкартан Канаша ҫӳренӗ 6505 номерлӗ пуйӑс та 18 сехет те 40 минутра ҫула тухмӗ.
Канаша 07 сехет те 12 минутра тата Канашран Шупашкара 17 сехет те 05 минутра хутланӑ пуйӑссем малашне те ҫӳрӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ тесе шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗннине пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |