"За рулем" порталта ӗнентернӗ тӑрӑх, Канаш хулинчи Ильич урамӗнчи шӑтӑк-путӑка ачасем сапланӑ. Ку хыпара унтисем "Контактра" халӑх тетелӗнчи "Настоящий лентач" пабликран илнӗ.
Унта ҫырнине ӗненес пулсан, ачасем кунӗпех хӑйӑр йӑтнӑ. Ӑна вӗсем пластик кӗленчепе йӑтса пырса шӑтӑксене тултарса ҫӳренӗ.
Ванса пӗтнӗ урампа урапасем те ҫӳремеҫҫӗ-мӗн, люк уҫӑ тӑнине кура ӑна йывӑҫран ҫапса ӑсталанипе хупланӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл те ҫӗрӗшнӗ.
Начар ҫула пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчех юсамалла пулнӑ-мӗн, ҫапах та ку ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Ҫула юсаттарма яваплисем "Чӑвашавтодор" предприятипе 59 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Анчах ҫул-йӗр организацийӗ панкрута тухнӑ та ҫул йӗркене кӗрсе пӗтеймен. Халӗ Канаш хулинчи тӳре-шара ҫула юсама килӗшекен подряд организацине шырать-мӗн.
Канашри ҫул-йӗре Халӑх фрончӗ маларах тӗрӗсленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Канашри культура ҫуртӗнче кино кӑтартма тытӑннӑ. Анчах ҫак кунсенче унта вӑйлӑ ҫил ҫивиттине илсе ывӑтнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ, ҫил алхаснӑ. Шӑпах ун чухне культура ҫурчӗн ҫивиттине хӑйпӑтнӑ. Ку кино кӑтартас ӗҫе витӗм кӳнӗ-и?
Культура ҫурчӗн директорӗ Дмитрий Золотухин каланӑ тӑрӑх, ҫав кун 10х6 метр калӑпӑшлӑ ҫивитти хӑйпӑннӑ. Телее, кино кӑтартмалла хатӗр-хӗтӗр сиенленмен. Ҫав вырӑнта хор пӳлӗмӗсем вырнаҫнӑ. Ҫӗрӗпе ҫумӑр ҫунӑ пулсан та мачча витӗр шыв яман.
Халӗ юсав ӗҫӗсене сметине хатӗрлеҫҫӗ. Ҫурлан уйӑхӗнче ку енӗпе ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем юсав вӑхӑтӗнче ҫумӑр ҫӑвасран ҫеҫ шикленеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗ Канашри ҫулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем чылай ҫӗрте ҫул япӑххине палӑртнӑ.
Муниципалитет 100 ҫухрӑм ҫула пӑхса тӑрать. Унран пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ хытӑ сийлӗ. Кунашкаллисен йышӗнче — Ильич урамӗ. Унта асфальт ҫукпа пӗрех. Ку ҫул ҫинче шӑтӑксем 19 сантиметр тарӑнӑш.
Ленин проспектӗнчи, Комсомольски урамӗнчи, Карл Маркс урамӗнчи ҫулсем ҫинче те шӑтӑк-путӑк самай. Хӑш-пӗр ҫӗрте кирпӗч сарнӑ. Ҫул хӗрринче сий ҫуккипе арматура тухса тӑрать. Ҫавна май унта авари пулас хӑрушлӑх пысӑк.
Ленин проспектӗнче лару-тӑру тата йывӑртарах. Арканнӑ ҫул 10 метр таранах ҫитет. Халӑх фрончӗ муниципалитета ку ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернӗ. Усси пурах ҫав. Канашри хӑш-пӗр вырӑнти ҫула юсанӑ. Унта-кунта ӗҫе тӗплӗн туман, ҫапах пӑр вырӑнтан тапранни паха.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Хӗрарӑм тени йӑпӑр-япӑр парӑнасшӑн маррине пӗлетпӗр-ха. Теприсем упӑшкисенчен кӑна мар, прокуратура ӗҫченӗсенчен те шикленсех лармаҫҫӗ иккен.
Ку тӗслӗх Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти прокуратура коррупципе ҫыхӑннӑ саккунсене тӳре-шара епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ те муниципалитет валли тавар туяннӑ чух йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑк пирки пакунлисем яваплисене пӗлтернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Лешсем прокуратура асӑрхаттарӑвӗпе килӗшменнине кура прокуратура тепӗр хутчен асӑрхаттарнӑ. Анчах яваплӑ должноҫри хӗрарӑм хальхинче хуравласа та аппаланман, прокуратура ярса пама ыйтса ҫырнӑ хутсене те унта ҫитермен.
Хӑй тӗллӗнех ҫавӑн пек кутӑнлашман пулӗ-ха хӗрарӑм. Ҫӳлтисем хушнипе пулӗ. Анчах явапне унӑн хӑйӗнех тытма тивӗ: прокурор ыйтнине пурнӑҫламаншӑн ӑна 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Канаш хула администрацийӗ унти ишӗлекен ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарнӑ. Анчах хаваслӑн кӗрсе саркаланса пурӑнас вырӑнне ҫав этемӗн кӑмӑл хуҫмалли тупӑннӑ. Ҫӗн пӳрт ӗҫкипе рехетленмелле тейӗн, анчах хваттере газ кӗртмен пулнӑ.
Хӑйӗн правине пӑснӑ тесе шухӑшланипе ҫӗнӗ хваттер хуҫи вырӑнти прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Надзор органӗ этем ахаль пӑшӑрханса ҫӳременнипе килӗшнӗ, Канаш хула администрацийӗн ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине палӑртнӑ. Прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ ҫын газ яма укҫа тӳлесе тӑкакланнине хула хыснинчен шыраса илмелле тӑвас тесе судах тавӑҫпа ҫитнӗ. Тӳре ыйтӑва тивӗҫтернӗ — газ кӗртсе тӑкакланнине шыраса илмелле тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав иртет. Ун чух Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсем суйлӑпӑр. Депутат пулас ӗмӗтлисем пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах суйлава хатӗрленеҫҫӗ: кандидатсене ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрацилеҫҫӗ, хӑйсем маттурри пирки халӑха унта та кунта пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ.
«Зеленые» (чӑв. Симӗссисем) Раҫҫейри экологи партийӗ те суйлава хутшӑнасшӑн.
Пирӗн республикӑра ҫав парти пӗр мандатлӑ икӗ округпа та кандидатсем шыраса тупнӑ. Канашри 37-мӗш округпа «симӗссисем» 1983 ҫулта ҫуралнӑ Александр Викторович Аксакова, Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа 1953 ҫулта ҫуралнӑ Олег Алексеевич Николаева депутата суйлантарасшӑн.
Пӗр пек хушаматлӑ кандидатсем пуҫ кӑларнине маларах та эпир пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ Киров облаҫӗнчи кандидатсене сӗннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Киров облаҫӗнчи Антон Трефилов тата Кироври Сергей Шулятьев Чӑваш Енрен пӗр мандатлӑ округсемпе РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ» кандидатсем шыраса кӳршӗллӗ регионсене кайман, тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакансене вырӑнтанах палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — паллӑ Валентин Шурчанов. Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗм ялӗнче 1947 ҫулта ҫуралнӑскер РФ Патшалӑх Думине Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа суйланма ӗмӗтленет. Канашри пӗр мандатлӑ округпа ку партирен Шупашкарта пурӑнакан Григорий Данилов РФ Патшалӑх Думине суйланмалӑх сасӑ пухасшӑн тапаҫланӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑ нумай. Халӑх тетелӗнчи страницӑсене ҫӗмӗрсе кӗрекенсенчен мӗн чухлӗ ҫын шар курман пулӗ?
Канашра пурӑнакан пӗр ҫемье те ҫавсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 50 тата 53 ҫулти арӑмӗпе упӑшки полици уйрӑмне утӑн 15-мӗшӗнче ҫитнӗ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хӑйӗн «тусӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ банк программи пулӑшнипе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ, анчах кун валли картта реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑ вӑлтине ҫакланнӑ – ҫӑмӑл укҫа пурне те илӗртет-ҫке. Хайхискер реквизитсене пӗлтернӗ. Хӑйӗнне кӑна мар – упӑшкинне те.
Каярахпа хӗрарӑм тусӗ патне шӑнкӑравланӑ та укҫа пирки ыйтнӑ. Ун чухне ҫеҫ вӑл ултавҫӑсемпе ҫырӑннине ӑнкарнӑ. Вӗсен картточки ҫинчен 4 тата 18 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |