Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ишлей


Ишлей
1898 ҫулччен хальхи Ишлей ялне Пӗрремӗш Питтукасси тенӗ. Мӗншӗнни паллӑ мар. 1812 ҫулта Шупашкар купсисем ҫак тӑрӑхра ҫар валли тырӑ склачӗсем лартнӑ. Юнашар ялсенчи ҫынсем кунта ӗҫлеме тара кӗнӗ май ял ҫыннисен йышӗ ӳссе пынӑ. Ҫав ҫулсенче Пихтулино ҫумне Топача тата Тукасси ялӗсем те «ҫыпӑҫнӑ». Хресченсем пухӑнса калаҫасси йӑлана кӗме пуҫлать. Ишлей ялӗн ячӗ ҫакӑнтан пуҫланса каять те. «Ӑҫта каятӑн?» - ыйтнӑ сутуҫӑсенчен. «Йышлӑна каятпӑр», - хуравланӑ лешсем. Ку ялта кашни вырсарни кунах пасар кунӗ пулнӑ.
1898 ҫулта Пӗрремӗш Питтукасси ялне Ишлей-Покровски ят панӑ, мӗншӗн тесен ҫак ял территорийӗнче Турӑ Амӑшӗн хӳтлӗхӗ (Покров) ячӗпе чиркӳ уҫнӑ пулнӑ. 1964 ҫулта Ишлей-Покровскине Ишлей теме пуҫланӑ.
З.П.Храмовӑран Г.Зубов ҫырса илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

nasta@yandex.ru тӳрлетнӗ, информацие 2017-02-17 09:51:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4014 хут пӑхнӑ.Тип: Статьясем. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем