Эрнекун Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче правӑна сыхлас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов крминогенлӑ лару-тӑру пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейринчен ҫирӗпрех тесе палӑртнӑ. Унтан та ытларах — преступленисен шучӗ чакса пырать-мӗн. Преступлени кам тунине уҫса парасси те ӳсет имӗш. Халӗ ку кӑтарту 70 процента ҫитнӗ пулать.
Тӗлпулӑва ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев коррупци пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Йӗркене ҫакӑн пек пӑсакансенчен ҫак енпе пӗлтӗр 500-е яхӑн ҫын ҫакланнӑ. «Пуҫиле майпа явап тыттарни — пӗр япала, хыснана е урӑх ҫынсене шар кӑтартнине шырасси илесси — тепӗр япала», — тесе шухӑшлать иккен Михаил Игнатьев Элтепер. Унтан вӑл Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Моисеев ятне, Ҫӗмӗрле, Канаш хула ертӳҫисем пулнӑ ҫынсем тунӑ преступленисене аса илнӗ. «Мана эпӗ вӗсемпе пӗр каварлӑ пулнӑ тесе ҫырма юратаҫҫӗ, анчах ку пачах та апла мар», — тенӗ Элтепер.
Ҫак кунсенче пӗлтӗрхи диспансеризаци пӗтӗмлетӗвӗ пирки калаҫнӑ. Ун чухнех кӑҫалхи дипансеризаци ыйтӑвне те хускатнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Диспансеризацие хутшӑннӑ ҫынсен хисепӗ Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Муркаш районӗнче пысӑк. Администраци пуҫлӑхӗсене халӑха сывлӑха тӗрӗслес ӗҫ хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине ӑнлантарма сӗннӗ. Эрнесерен, диспансеризаци мӗнле пынине тӗрӗсленӗ май, мониторинг ирттереҫҫӗ.
Пӗлтӗр шала кайнӑ 30 129 чире тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 6207-шӗ — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, 567-шӗ усал шыҫӑ, 400-шӗ — сахӑр диабечӗ.
Кӑҫал 222 656 ҫынна диспансеризаци витӗр кӑларма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем 1994, 1991, 1988,1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922, 1919 тата 1916 ҫулсенче ҫуралнисем.
Чӑваш Енри суд Мари Эл каччине ирӗксӗр ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Нумаях мар та, анчах 140 сехет тар тӑкмалла пулать хайхин.
Айӑплава каччӑ ӳркенменлӗхшӗн тивӗҫнӗ теме пулать. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине вӑл Канаш станцине унта тӑнӑ вакуна тата алӑкне сирпӗтмелле сӑрӑпа граффити меслечӗпе ӳкернӗ. Каччӑн ӳкерес ӑсталӑхне чукун ҫулта ӗҫлекенсем ырламан, хакламан, пахаламан. «Хусан-Канаш» электропуйӑсӑн йышӗнче пулнӑ ҫав вакуна ҫула кӑларман. Каччӑн художник ӑсталӑхне вара вандаллӑх тесе йышӑннӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Чукун ҫулта ӗҫлекенсемпе транспорт полицийӗнче тӑрӑшакансем те килӗшнӗ, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ судах ҫитнӗ. Халӗ, ав, тӳре приговор та кӑларнӑ: 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Шупашкарта чукун ҫул айӗнчен кивӗ вокзалтан ҫӗнӗ вокзала каҫнӑ чух таксистсем сӑвӑс пекех ҫыпӑҫнине пурте пӗлетпӗр. Чукун ҫул айӗпе каҫмалли ҫул патне мар, унта вырнаҫнӑ лавкка патӗнчен иртен-каяна та вӗсем Канаша, Шӑмӑршӑна, Патӑрьеле, Елчӗке тата ытти ҫӗре илсе кайма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Такси пулӑшӑвӗ кӳме те ирӗк пуррипех тӑраҫҫӗ-ши вӗсем — калама хӗн. Хӑш чух ҫав водительсем: «Ӑҫта сӗкӗнетӗн?» — тесе пӗр-пӗринпе урлӑ-пирлӗ сӑмахсемпе перкелешнине те илтме тӳр килет.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Транспорт тата суту-илӳ министерстви ҫул-йӗр инспекцийӗн, Ространснадзорӑн ӗҫченӗсемпе тата ытти яваплӑ службӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ирттерни пирки хыпарлать. Вӗсем пассажирсене турттаракансен ӗҫне хакланӑ иккен. Тӗрӗслевре хайхисем 36 автомашинӑпа, ҫав шутра 22 автобуспа 14 таксине, тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсакансем пирки административлӑ 4 материал шӑраҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, маларах эп каланӑ Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?..
«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».
Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ.
Ку вӑл — лару-тӑру начар пулсан. Ҫурхи ейӳ тапхӑрӗ йӗркеллӗ иртмесен шыв-шура пула 16 районпа хула шар курас хӑрушлӑх пур иккен. Шыв илме пултаракан лаптӑк виҫине 114,81 тӑваткал километрпа танлаштараҫҫӗ, ҫав шутран 84,9 километрӗ — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр.
Республикӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв-шур илес хӑрушлӑх 903 уйрӑм ҫын пӳрчӗшӗн тухса тӑрать. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен кунта. Вӗсем — Канаш районӗнчи Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗ тата Пӑрачкав ҫывӑхӗнчи лашапа спорт шкулӗ. Шӑхасан патӗнчи автоҫула та, пурӗ 100 метр тӑршшӗ, шыв илме пултарать.
Ҫурхи шыв Ҫавал тата Сӑр юханшывӗсенче уйрӑмах вӑйлӑ хӑпарӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество муниципалитетсенчен парӑмсене ҫине тӑрса шыраса илме тытӑнасшӑн-мӗн. «Газпромӑн» компанийӗ хӑш-пӗр район тата хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Юлашки икӗ эрнере кӑна вӑл темиҫе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн сайчӗ хыпарланӑ иккен. Канаш хули 48,2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ пулать, Улатӑр – 30,6 миллионлӑх, Ҫӗмӗрле – 11,1 миллионлӑх. Кунсӑр пуҫне компани Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Куславкка, Элӗк, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри тата ытти хӑш-пӗр хуларан парӑма вӑйпа шыраса илесшӗн имӗш. Тавӑҫ виҫи 2 миллион тенкӗрен пуҫласа 6,4 миллион тенкӗ таран-мӗн. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе те тавӑҫ хатӗрленӗ.
Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать.
Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ.
Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2015» иртет. Халӗ мероприятие хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сочири Олимп вӑййисем уҫӑлнӑранпа 1 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун 48 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑма палӑртать. Шупашкарта ӑмӑрту «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ. Хулара унта 2 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн нумайрах ҫынна илӗртес тӗллевпе Канашра «Йӗлтӗр йӗрӗ» логотиппа усӑ курса ҫӑматӑсем хатӗрленӗ. Вӗсем йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене лекӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |