Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.
Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри культура ҫуртне ҫамрӑк вулавҫӑсем пухӑннӑ. Мӗн тӗллевпе? Унта «Чӗрӗ сӑмах» республика конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса район конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ яш-хӗр хутшӑннӑ. Унта Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ.
Жюрире сумлӑ ҫынсем ларнӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Иосиф Александрович Дмитриев, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Николаевна Полякова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Николаевич Григорьев.
19 ҫулти Женя Тихонов Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчен килнӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вуланӑ. Конкурс хыҫҫӑн конкурсҫӑсене сӳтсе явнӑ. Иосиф Александрович каланӑ тӑрӑх, вӗсем уйрӑмах Евгений Тихоновпа кӑмӑллӑ юлнӑ. Женя пӗчӗк йӑнӑш кӑна тунӑ. Анчах Иосиф Александрович ӑна мӗнле тӳрлетмеллине каланӑ.
Конкурсҫӑсем ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсемпе хутшӑнма хавас пулнӑ. Пурне те «Чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн сертификатне панӑ.
Сӑнсем (7)
Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнни сиен кӳрет-и? Ку ыйтӑва юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах илтме тӳр килет. Апла-и, капла-и — йӗпреҫсене нимӗн те хӑрушӑ мар. Раҫҫей правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ эмбарго пачах тепӗр май ӗҫлеме хистет– хуҫалӑхсене тӗрлӗ енлӗн аталанма май парать.
Килте туса илнӗ сӗте ӑҫта тата мӗнле кайса памалла? Йӗпреҫсен кунашкал ыйту тухса тӑмасть. Виҫӗ ҫул каялла Пучинке ялӗнче сӗт пухакан цех уҫӑлнӑ.
Халӗ унта туллин ӗҫлекен предприяти хута ярасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра сӗт савутӗнче услам ҫу тӑвакан лини уҫасшӑн. Предприяти ҫурма хытӑ чӑкӑт кӑларса рынокра ҫирӗпленесшӗн.
Сӗт савучӗн учредителӗ Сергей Мулеев рынокра 80 процент вырӑн пушаннине палӑртать. Малтан Раҫҫей чӑкӑчӗ 20 процент кӑна пулнӑ. Халӗ предприяти хатӗрсене 20 миллионлӑх саккас тунӑ, Канашра чӑкӑт енӗпе лайӑх специалист тупнӑ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫне ӗҫлеме тытӑнасшӑн.
Сӗтпе ытларах «Хӗрлӗ партизан» колхоз тивӗҫтерет-мӗн. Унта 300 ытла сӑвакан ӗне. Кунсерен 3 тонна ытла сӗт туса илеҫҫӗ. Предприяти ял халӑхӗнчен те, кӳршӗ регионсенчен те сӗт йышӑнать-мӗн. Хальлӗхе предприятире 20 ҫын тӑрӑшать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри организацисенчен 509 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе 5357 ҫын ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне 15 предприятирен 448 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнчи «Ударник» унитарлӑ предприятире пуринчен ытла йыш чакарма палӑртнӑ. Унта 138 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Ҫакӑ унта конкурс управленийӗ туса хунипе, тепӗр майлӑ каласан, «Ударникри» кӑткӑс лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсен шутне чакарма шухӑшлакан предприятисем хушшинче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Коммунальные технологии» тулли мар яваплӑ общество. Асӑннӑ предприяти тӑкаксене чакарассишӗн 81 ҫынна ӗҫрен кӑларма яма шухӑшлать-мӗн. Пушара хирӗҫ кӗрешекен федераци службин техника службин отрядне пӗтернӗ хыҫҫӑн унти 40 ҫыннӑн ҫӗнӗ вырӑн шырама тивӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри тытӑмӗнче штата чакарнӑ май 27 ҫын ӗҫсӗр юлмалла. Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативне пӗтернӗ май унта тӑрӑшнӑ 23 ҫыннӑн ыранхи кун пирки пуҫа ыраттарма тивӗ.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
«Ҫыхӑнура» канашлура темӗнле ыйту тавра та калаҫаҫҫӗ. Халӗ акӑ Канаш хулипе ҫыхӑнни куҫа тӑрӑнчӗ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш хулин администрацийӗ ҫутҫанталӑкӑн черчен пайне, килсӗр-ҫуртсӑррисене ӗнтӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе «хӑйне евӗр парне» тунӑ.
Канашри Ӗҫ урамӗнчи ҫӳп-ҫапа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа илсе тухма пӑрахнӑ-мӗн. Халӗ унта пӗр купа ҫӳп-ҫап йӑваланать-мӗн.
Канашлӑва хутшӑннисенчен хӑшӗ-пӗри айӑпа Шантенковӑпа Жураева ҫине йӑвантараҫҫӗ. Вӗсем Атӑлҫи экологи компанийӗнчен илсе хулари Хӗвелтухӑҫри ҫӳп-ҫап пемелли вырӑнпа хуҫаланасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах ӑна пачах хупса лартнӑ-мӗн.
Халӗ канашлуҫӑсем Шатенковӑпа Жураевӑна хулари ҫӳп-ҫапшӑн «тав тӑваҫҫӗ». Ҫынсем хулара кун пек ӳкерчӗк хуҫаланнӑшӑн намӑс пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Канаш депутачӗсен хулан ҫӗнӗ гербне йышӑнмалла. Анчах халӑх ку пуласса ӗненмест-мӗн. Герб вариантне «халӑх тарҫисем» 6 ҫул сӳтсе яваҫҫӗ-мӗн. Чылайӑшӗ киввине хӑварма ыйтать.
Канаш гербне 1976 ҫулта йышӑннӑ. Хальхи геральдика канашӗ кунашкал символикӑна регистрацилемест. Эппин, влаҫӑн унпа официаллӑ документсенче усӑ курма юрамасть. Канаш администрацийӗ депутатсене ҫӗнӗ герб йышӑнма, киввине асӑнмалӑх ҫеҫ хӑварма сӗннӗ. Анчах депутатсем нимӗн те улӑштарасшӑн мар имӗш.
Виталий Жураев депутат вӗсен историе сӑмса чикме ирӗк ҫуккине палӑртнӑ. Элли Юрьевӑн вӗренекенӗ Вадим Шипунов геральдика ӳнерҫи хула валли 15 ҫул каяллах герб шутласа кӑларнӑ, анчах ун чухне ӑна йышӑнман. Кун хыҫҫӑн унӑн тепӗр 300 вариант та тупӑннӑ. Чылайӑшне герольди ырланӑ та.
Геральдика канашӗн эксперчӗ Медведев чи лайӑх вариант чалӑш хӗресли пулнине палӑртать. Ку геральдикӑра — хисеплӗ калӑпӑш.
Тӗрӗссипе, Канаш ҫыннисем хальлӗхе пӗр шухӑш патне тухайман. Кӑҫал хула 90 ҫул тултарӗ. Сумлӑ юбилей тӗлне ҫӗнӗ символика пулӗ-и? Никам та татса калаймасть. Йӑлтах депутатсенчен килет те…
Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин Мускавра пулнӑ. Унта вӑл Монохуласене аталантарас енӗпе ӗҫлекен фондӑн тӗп пуҫлӑхӗпе Дмитрий Скривановпа курнӑҫнӑ.
Республикӑн премьер-министрӗпе Монохуласене аталантарас енӗпе ӗҫлекен фондӑн ертӳҫи Канаш хулин индустри паркӗн инженерии инфраструктурине аталантарма укҫа уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сӑмахпа кӑна мар, каланине икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ. Фонд тупрана Раҫҫей Федерацийӗн правительствин аппарачӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ (хайхи фондӑн сӑнав канашӗн ертӳҫи ҫак должноҫе йышӑнать иккен) хушнине пурнӑҫа кӗртсе уйӑрмалла-мӗн. Ҫапла тӑплӑн хыпарлать Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби кун пирки.
Ӗнер Чӑваш Ене Юрий Энтин килни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав кун Канашра «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль пулнӑ. Унта Юрий Энтин та хутшӑннӑ. Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫитнӗ.
Юрий Энтин 50 ҫул каялла «Луч солнца золотого» юрра мӗнле ҫырнине каласа кӑтартнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ проектпа ӗҫлет: «Антология детских песен» проектра тӗнчери чи лайӑх 100 юрра вырӑсла куҫарӗ. Мӗн тетӗр? Юрий Энтин иккӗмӗш тома чӑвашла тухассине пӗлтернӗ. Паллӑ поэт тӗнчери чи лайӑх юрӑсене чӑвашла куҫарма шантарнӑ.
Фестивальте пухнӑ укҫа Чӑваш Енрех юлать. Унпа нумай ачаллӑ тата начар пурӑнакан ҫемьесене пулӑшӗҫ. Марафона хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет-мӗн. 2011 ҫулта 1100 предприятипе организаци укҫан пулӑшнӑ тӑк пӗлтӗр вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.
Ҫав укҫапа вӗренӳ учрежденийӗсем, ача ҫурчӗсем валли ҫӗнӗ сӗтел-пукан, теттесем, кӗнекесем туянаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем хута яраҫҫӗ. Марафона кашниех хутшӑнма пултарать. Ку ыйтупа «Российский детский фонд» Пӗтӗм Раҫҫейри ыркӑмӑллӑх фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне пымалла. Адресӗ: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7-мӗш ҫурт.
Паян Канаша паллӑ поэт, юрӑ кӗвӗлекен Юрий Энтин килнӗ. Ӑна халӑх мультфильм юррисемпе питӗ лайӑх пӗлет. Чӑваш Ене вӑл «Юрий Энтин пултарулӑх центрӗн» директорӗпе Константин Мулинпа пӗрле ҫитнӗ.
Канашсем хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Юрий Сергеевич ПТРКна интервью панӑ, чӑваш ачисене ӗҫченлӗхшӗн юратнине палӑртнӑ.
Юрий Энтинӑн 600 ытла сӑвӑ. Анчах уншӑн чи юратни — «Песня Водяного», мӗншӗн тесен вӑл унӑн ачалӑхне уҫса кӑтартать-мӗн.
Кӑҫал Юрий Энтин ҫулла 80 ҫул тултарать. Ҫавна май вӑл 3 кӗнеке кӑларнӑ. Пӗрремӗшне чи паллӑ хайлавсем кӗнӗ, иккӗмӗшне — кӑшт ҫеҫ паллисем, виҫҫӗмӗшне — ҫӗннисем.
Юрий Сергеевич Чӑваш Ен солисчӗсемпе ушкӑнӗсем валли — «Чӑваш Ен ахахӗсем» фестиваль ҫӗнтерӳҫисемпе унта хутшӑнакансем валли — 25 юрӑ ҫырса парнеленӗ. Паян Канашри культура ҫуртӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль концерчӗ те иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |